Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Виççĕмĕш вырăн йышăннă

о Райпо ĕçĕ-хĕлĕ

 

Виççĕмĕш вырăн йышăннă

 

Халăха тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем кÿресси - райпон тĕп задачисенчен пĕри. Сăмах кунта поселокри Ленин урамĕнче вырнаçнă ветеринари тата медицина препарачĕсем сутакан аптекăсем пирки пырĕ.

Колхозсемпе совхозсенчен чылайăшĕ панкрута тухса пынă май унти ветеринари службисем те пĕтсе пычĕç. Çавăнпа та выльăх-чĕрлĕх валли кирлĕ эмелсем тупма малтанхи вăхăтра йывăртарахчĕ. Халăх ыйтăвне тивĕçтерес тĕллевпе райпо 2002 çулта ветеринари аптеки уçрĕ. «Çакă выльăх-чĕрлĕх усраканшăн питех те кирлĕ, мĕншĕн тесен выльăх та чирлет. Кунне миçе тĕрлĕ кăна эмел сутмастпăр пулĕ. Пĕрин ĕне чирленĕ, теприне чăхсем валли витаминлă концентрат кирлĕ тата ытти те. Пурин ыйтăвне те кĕске вăхăтра тивĕçтерме тăрăшатпăр. Хальхи вăхăтра пурĕ 500 ытла тĕрлĕ препарат сутатпăр», - тет Надежда Николаевна Петрова заведующи клиента кирлĕ эмелсемпе тивĕçтернĕ май. Вăл 1994 çулта Хусанти ветеринари институтне пĕтернĕ. Пĕр вăхăт тĕрлĕ хуçалăхсенче ветеринар пулса ĕçленĕ. 2002 çултанпа вара ветеринари аптекинче тарăшать. Хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа, пахалăхлă пурнăçлать, кирлĕ эмелсемпе вăхăтра тивĕçтерет. 2006 çулта пурĕ 1320 пин тенкĕлĕх ветеринари препарачĕсем сутнă.

Çак аптекăран аякрах та мар райпон медицина препарачĕсем сутакан аптека вырнаçнă. Кунтан халăх нихăçан та талмасть. Пуç ыратать, юн пусăмĕ ÿснĕ е ÿслĕк аптратать - пурте кунта эмел илме васкаççĕ. Район центрĕнче вырнаçнăскер, килен-каяна кĕрсе тухма та меллĕ. Ăш-пиллĕ те тарават кĕтсе илекен Нина Николаевна Семенова заведующин ĕçĕпе вара пурте кăмăллă. 1970 çулта аптекăра ĕçлеме пуçланă. Райпо системинче 1996 çултанпа тăрăшать вăл. Хăйĕн ĕçне чунтан пурнăçлать, опычĕ те пысăк. Пермьри фармацевт институтне 1989 çулта заочно майпа вĕренсе пĕтернĕ. Аслă пĕлÿллĕ специалист ку е вăл кирлĕ эмелсемпе тивĕçтернисĕр пуçне туянакана усăллă канашсем те парать. Иртнĕ çула та лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Пурĕ 2196 пин тенкĕлĕх медикамент сутнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăвашпотребсоюз потребкоопераци системисемпе ирттернĕ конкурсра 2006 çулта Вăрмар райповĕ фармаци тата ветеринари ĕç-хĕлне аталантарнăшăн чи лайăх кооперативлă организаци ятне тивĕçнĕ, виççĕмĕш вырăн йышăнса Диплом илнĕ.

 

З. ПАВЛОВА.



14 февраля 2007
00:00
Поделиться
;