Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕр-шыв пуласлăхĕ - çамрăксенче

Çĕр-шыв пуласлăхĕ - çамрăксенче

 

Малашне мĕнле пурăнасси тÿрремĕнех çамрăксемпе çыхăннă. Вĕсем вара мĕнле çынсем пулса ÿсесси, паллă вырăс каларăшне ирĕклĕн куçарсан «Кампа çыхланатăн, çавăнтан пурне те илетĕн» тесе калас пулать. Ыррине те, япăххине те ачасем хăвăрт ăша хываççĕ. Çавăнпа та вĕсем кампа хутшăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Енре çакна тахçанах тĕпе хунă. Ахальтен мар Н.Федоров Президент 2007 çула «Ача çулталăкĕ» тесе пĕлтерчĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмĕ халиччен те çамрăксене тимлĕх уйăрнă. Халĕ вара тата ытларах ку ĕç çине пăхаççĕ. Çак кунсенче çÿлерех асăннă пайăн инспекторĕ, милици лейтенанчĕ В.Ананьева право йĕркисене пăснине асăрхаса тăрассипе Тикашра тата Шăхальте пулса вĕрентекенсемпе пĕрле çул çитмен ачасемпе профилактикăлла калаçусем ирттерчĕç. Вера Владимировна ачасене тĕрĕс воспитани парасси чи малтанах çемьерен килнине палăртрĕ. 14-15 çулта çамрăксен куçăм тапхăрĕ пуçланать. Çак вăхăтра ашшĕ-амăшĕсен ывăл-хĕрĕпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Çав вăхăтрах ачасен те саккун умĕнче яваплăх тытмалли вăхăт çитет, эппин вĕсен те хăйсен тыткаларăшĕ пирки тĕплĕн шухăшламалла. Пĕр тĕрĕс мар утăм туни пысăк инкек патне илсе çитерме, çамрăк çын кун-çулне пăсса хума пултарать. Вĕренекенсем инспектора тимлĕ итлени, кăсăклантаракан ыйтусем пани çак калаçусем харама кайманнине çирĕплетрĕç.

 

В. ТОЛМАТОВ.



17 февраля 2007
00:00
Поделиться