Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăхпа куçа-куçăн

Халăхпа куçа-куçăн

 

Федерацин Раççей Федерацийĕнчи граждансен ыйтăвĕсене пăхса тухмалли йĕрке çинчен йышăннă çĕнĕ саккунĕпе килĕшÿллĕн граждансем ыйту памалли йĕркене патшалăх влаçĕн органĕсен должноçри çыннисем йышăнаççĕ. Çавна май пирĕн района кашни уйăхрах Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти «АККонд» уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ Валерий Николаевич Иванов килсе граждансемпе тĕл пулса вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравлать. Валерий Николаевич - Вăрмар тата Тăвай районĕсемпе суйланнă депутат.

Ку хутĕнче В.Иванов депутат хăй килеймерĕ, пирĕн район çыннисемпе унăн ĕçри заместителĕ, депутат помощникĕ Михаил Георгиевич Иванов тĕл пулчĕ. Район администрацийĕнче Михаил Георгиевичпа тĕл пулма халăх йышлăн пуçтарăннă. Кашни килнĕ çын хăйĕн ыйтăвĕпе унпа уйрăммăн кĕрсе калаçрĕ. М.Иванов вара вĕсен ыйтăвĕсем çине туллин хуравларĕ, сĕнÿсем пачĕ. Тĕрлĕ ыйтусем пулчĕç граждансенчен: пĕрисене хваттерсене «çут çанталăк ырлăхĕ» кĕртмешкĕн тĕрлĕ чăрмавсем килсе тухни, теприсене хваттер, шыв ыйтăвĕ канăç памасть. Çăмăллăхлă эмел илмелли йĕрке çинчен те ыйтса пĕлчĕç. Çавăн пекех кĕнеке çыракансем вĕсене кăларма спонсорла пулăшу кÿме те ыйтса хăварчĕç.

Пĕтĕмĕшле каласан, М. Иванов патне килнĕ граждансем кирлĕ сĕнÿсем, канашсем илчĕç, çакăн пек тĕл пулусене татах та ытларах ирттерме сĕнчĕç.

 

З. ПАВЛОВА.



17 февраля 2007
00:00
Поделиться
;