Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Объектсене вăхăтра тата пахалăхлă

о Наци проектне - пурнăçа

 

Объектсене вăхăтра тата пахалăхлă

 

ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне çулсерен яракан Çырăвĕнче строительство отраслĕнче пысăк тĕллевсем лартнине, çавна май çурт-йĕр тăвас енĕпе хăвăртлăха ÿстермеллине, уйрăмах çамрăксем валли хăтлă çуртсем хăпартма е туянма ипотека кредичĕ уйăрмаллине каланă.

Пирĕн районта вара «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» хупă акционерлă общество çурт-йĕр хăпартассипе тĕллевлĕ ĕçлет. Хальхи вăхăтра К.Иванов урамĕнчи тăватă хутлă çирĕм хваттерлĕ çурта хăпартса пĕтернĕ, М.Данилова, Г.Петрова, И.Андреева, И.Васильева штукатур-малярсем тата ыттисем те çуртăн пÿлĕмĕсенче штукатурка ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. Ĕç вĕресе тăрать тейĕн. Кунти рабочисем пÿлĕмсенче кантăк рамисем лартаççĕ, «Вăрмаргаз» филиалĕн ĕçченĕсем А.Кузьминпа В.Адюков çурта çут çанталăк ырлăхĕ кĕртессипе тăрăшаççĕ.

Строительсем иртнĕ çула лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Пурĕ 15 миллион та 500 пин тенкĕлĕх строительство ĕçĕсем пурнăçланă тата автотранспорт пулăшăвĕ кÿнĕ.

Туслă коллективра ĕç ăнать. Строительство организацийĕ хăйĕн çирĕплĕхĕпе, шанчăклăхĕпе палăрса тăрать. Объектсем тумалли плана вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлать. Кăçал тата тепĕр çĕнĕ капмар çурт хăпартас тĕллев те лартнă вĕсем. Апла пулсан вĕсен пархатарлă ĕçĕ нихăçан та ан сÿнтĕр.

 

З. ПАВЛОВА.



17 февраля 2007
00:00
Поделиться