Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Продукцие вырнаçтарма – кооперативсем

о АПК аталанăвĕ

 

Продукцие вырнаçтарма – кооперативсем

 

«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе пĕлтĕр республикăра 13 пин çемье хăйсен хушма хуçалăхне аталантарма 1 миллиард та 812 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ, çав шутра пирĕн район çыннисем 552 хушма хуçалăх 78 миллион та 558 пин тенкĕпе усă курнă.

Килти хушма хуçалăха тытакансен те, ял хуçалăх предприяти ертÿçисен те татса паман ыйтусем темĕн чухлех. Чи çивĕч ыйтусенчен пĕри вара туса илнĕ продуктсене вырнаçтарасси пулса тăрать. Хальхи вăхăтра фермер хресчен хуçалăхĕсемсĕр пуçне ялта пурăнакан кашни çын хăйне валли те, кăштах та пулин сутса укçа тăвас тесе те хăй туса илнĕ ĕне юр-варне, выльăх-чĕрлĕх какайне вырнаçтарассишĕн хыпкаланса çÿренине сахал мар тĕл пулатăн. Республикăри аграри тытăмĕ шăпах çакăн пек çынсен пурнăçне лайăхлатма тĕллев лартнă та ĕнтĕ. Çакă Раççей тата Чăваш Республикин Президенчĕсен, аграри тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен политикинче те тĕп вырăн йышăнать. Нумайăшĕ картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать, гектарĕ-гектарĕпе пахча çимĕç туса илет. Шăпах вĕсем туса илнĕ ял хуçалăх продукчĕсене вырнаçтарас тĕллевпе ялсенче потребитель кооперативĕсем йĕркелеççĕ. Ку енĕпе пирĕн районта та ĕçсем хĕрсех пыраççĕ. Чылай ял тăрăхĕсенче кооперативсем йĕркелес ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Акă, Тикаш ял тăрăхĕнче «ВАДИАН» ял хуçалăх кооперативĕ кĕçех ĕçе тытăнĕ. Ăна валли вырăнĕ хатĕр. Сĕт пуçтарма сивĕтмелли оборудовани илме хатĕрленеççĕ. Ку ĕçе туса пыма Н.Иванов хăй çине илнĕ. Унăн ĕçĕ ăнăçлă аталанса каясса шанаççĕ Тикашсем. «Ял хуçалăхĕнчи чи çивĕч ыйту вăл - туса илекен продукцин хăй хаклăхне чакарасси тата ăна усăллă хакпа вырнаçтарасси. Ял хуçалăхĕнче вара паян татса паман ыйтусем темĕн чухлех», - тет Николай Анатольевич. Çапах та унăн калаçăвĕнчен малашлăха ĕненни, пуласлăхшăн ăнтăлни палăрать. Ку вара пурнăçра чи кирли.

 

А. АНТОНОВА.



17 февраля 2007
00:00
Поделиться