Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пуласлăха ĕненсе

о «Çĕнĕ шкул» - 10 çул

 

Пуласлăха ĕненсе

 

Йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни çĕнĕ çула кĕрсен кивĕ çулта мĕнле ĕçленине пăхса тухатпăр. Кăçал вара ку пĕтĕмлетÿ ытти çулсенчинчен чылай уйрăлса тăчĕ. Мĕншĕн тесен Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ачасен пуласлăхĕшĕн тăрăшса тăтăшах тĕрлĕ программăсем йышăнса пире ĕçлеме çул-йĕр кăтартса пырать. Акă «Çĕнĕ шкул» программа ĕçлеме пуçлани те 10 çул çитрĕ.

Çавна май республикăра та, районта та ăна халалланă тĕрлĕрен ĕçлĕ мероприятисем иртеççĕ. Эпир те ăна хаваспах хутшăнтăмăр. Паянхи куна пирĕн ача садне 46 ача çÿрет. Тĕп тĕллевсенчен пĕри - вĕсене ăс-хакăл енчен тĕрĕс-тĕкел çитĕнтересси, пĕр-пĕрне, çынна хисеплеме, çут çанталăка юратма вĕрентесси. Ку енĕпе тĕрлĕрен мероприятисем ирттеретпĕр. Акă, тĕслĕхрен: «Манăн пĕчĕк çĕр-шывăм - Энĕшпуç», «Раççей - тĕнче картти çинче», «Туслă çемье» тата ытти те. Ачасен ашшĕ-амăшĕсем те хаваспах хутшăнаççĕ. Çапла пулмасăр, пурте харпăр хăй ачине хаваслă та ырă-сывă çитĕнтерессишĕн тăрăшать. Ачасемпе пĕрле тăтăшах ялти шкула, Çар Мухтавĕн музейне, чиркĕве çитсе куратпăр. Пĕчĕклех чиркĕве çÿрени ачасен кăмăл-туйăмне, çынлăхне çирĕплетме пулăшасса чунтанах шанатпăр. Ытларах ачасемпе ĕçленĕ май пур мероприятисене те «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçласа пыма тăрăшатпăр. Эпир халиччен те тунă пĕтĕм ĕç - ачасен сывлăхне сыхласси. Вĕсене пĕчĕкренех спортпа интереслентересси тата тутлă вĕри апат çитересси, киревсĕр йăласене хирĕçле ăнлантарасси. Пирĕн пуласлăх – ачасенче. Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Президенчĕ 2007 çула «Ача çулталăкĕ» тесе пĕлтерчĕ. Ку пире ĕçре хавхалантарса пырать.

 

Р. ЕГОРОВА,
Энĕшпуçĕнчи «Радуга»
ача сачĕн заведующийĕ.


17 февраля 2007
00:00
Поделиться