Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пултаруллă организатор

о Санăн çыннусем, район

 

Пултаруллă организатор

 

«Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕн Н.Петровăн ĕç вăхăчĕ ир-ирех пуçланать те сĕм çĕрле кăна вĕçленет. Ара, хуçалăхшăн тăрăшакан руководителĕн çапла пулмалла та ĕнтĕ вăл. Кабинетра ларса ирттернипе ĕçе малалла яраймăн. Пĕрмаях шыравра, район, республика тулашĕнче.

Ĕçлĕ ыйтупа директорпа тĕл пулас тесе, темиçе хутчен те фабрика кантурне çитсе курма лекрĕ. Анчах усси пулмарĕ.

- Паян пулмасть вăл, командировкăра, тепĕр икĕ кунтан килĕр, - çапла хурав панине пĕрре кăна мар илтрĕм.

Акă, ку хутĕнче вырăнтах иккен. Анчах директор пÿлĕмне кĕрсен те ĕçлĕ калаçăва часах пуçлама май килмерĕ.

Телефонпа калаçса пĕтерчĕ кăна, тепĕр шăнкăравĕ янăраса та кайрĕ.

- Дон çинчи Ростовран пулчĕ-ха ку, чăх çăмартисем туянасшăн, - пĕлтерме васкарĕ директор. - Ку ыйтупах Хабаровскпа Оренбургран, Казахстанран та тăтăшах шăнкăравлаççĕ.

Шăплăха тепĕр шăнкăрав кансĕрлерĕ.

- Мари Республикинче чăх-чĕпсене усрамалли оборудовани туянма заказ панăччĕ. Пырса илме ыйтаççĕ, каллех унта тухса кайма лекет, - васкамасăр калать Николай Петрович.

Çапла кун хыççăн кун иртет. Шăнкăрав хыççăн шăнкăрав... Пурне те пулăшмалла, васкамалла, хамăра та усă тумалла. Çав вăхăтрах вĕсенчен вĕренмелли те сахал мар.

Çирĕп кĕлеткеллĕ, иксĕлми вăй-халлă çамрăк хуçалăха ертсе пыма пуçлани кăçал пилĕк çул çитет. Çак тапхăрта кайăк-кĕшĕк фабрики улăпла утăмсемпе аталанма пуçларĕ. 2002 çулта продукци сутса фабрика кассине 10394 пин тенкĕ кĕнĕ пулсан, 2006 çулта ку кăтарту 40131 пин тенке çитнĕ, чăннипех те пысăк çитĕнÿ. Ăна вара пултаруллă организатор коллектива пĕлсе ертсе пынипе, малта пыракансен опычĕпе анлăн усă курнипе тата наука çитĕнĕвĕсене ĕçе кĕртнипе тунă.

Тунă ÿсĕмсемпе çырлахмасть вĕри чĕреллĕ, ĕçшĕн хыпса çунакан руководитель. Тухса çÿрет, пĕрмай çĕннине шырать.

Кивĕ Вăрмарта çуралса ÿснĕскер, Вăрмарти иккĕмĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Хусанти ветеринари институтне вĕренме кĕрет. Диплом илнĕ хыççăн çамрăк ветеринари врачĕ Вăрмарти ветстанцинче ĕçлеме тытăнать. Кунта тăхăр çул тăрăшулăх кăтартать. 1988 çулта «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче тĕп ветеринари врачĕнче ĕçлеме пуçлать.

Çамрăк ветврачăн пултарулăхĕпе пуçарулăхне ял-йыш часах асăрхать. 2002 çулхи сентябрь уйăхĕнче Николай Петровича фабрика тилхепине шанса параççĕ. Директор пуканне йышăннăскер, çак яваплă ĕçре хăйĕн мĕн пур пĕлĕвне, тăрăшулăхне парать.

Пурнăç малаллах шăвать, пĕлĕве ÿстерме хистет. Çавна шута илсе ĕнтĕ Мускаври социаллă университетра вĕренет, юрист профессине илет.

Фабрикăна ертсе пыма тытăнсан, тепĕр çулхинех кăтартусем лайăх еннелле улшăнма пуçлаççĕ. Малтанхи çулхине туса илнĕ продукци сутса хуçалăх кассине 10394 пин тенкĕ укçа кĕнĕ пулсан, 2003 çулта вăл 15084 пине, 2004 çулта 24535 пин тенке çитет.

Çултан-çул çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ пулни куç умĕнчех. Акă паянхи куна кунта 60 пине яхăн халăх валли сутлăх бройлер чĕпписем тухнă. Вĕсене 1, 5-2 уйăха çитерсе сутаççĕ, тепĕр 52 пин чĕп тухма хатĕрленет.

Ĕçчен çын яланах хисепре, халăх ăна шанать. Производствăна аталантарас енĕпе тунă çитĕнÿсемшĕн 2004 çулта ăна Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăлаççĕ. Çакă ăна татах та пысăкрах çитĕнÿсем тăвассишĕн хастар кĕрешме хавхалантарать.

Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн 2005 çулта Николай Петрович Петрова «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.

2006 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнче пулса иртнĕ Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен суйлавĕ халĕ те асрах-ха. Кавал, Кивĕ Вĕренер, Пăвакасси, Çиçтĕпе, Чăрăшçырма ялĕсенчи суйлавçăсем Кавалти пĕр мандатлă 9-мĕш суйлав округĕпе ăна район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне суйласа пысăк чыс турĕç. Суйлавçăсен шанăçне тÿрре кăларассишĕн çине тăрать район Пухăвĕн депутачĕ.

ЧР Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура çапла каланă сăмахсем пур: «... чи малтанах - çĕнĕ тĕллевсем лартса тата кивĕ проблемăсене çĕнĕ технологисемпе татса памалли майсем тупса, Чăваш предприятийĕсен чи лайăх ертÿçисем производствăна аталантарса пырса çĕнĕлле шутлама пуçларĕç...» Çак сăмахсем Николай Петрович пиркиех каланăн туйăнаççĕ. Производствăна аталантарасси, халăхшăн тăрăшасси уншăн тĕп вырăнта. Вĕсене пурнăçлама укçа-тенкĕ нумай хывать. Иртнĕ çул çĕнĕ ял хуçалăх техникипе фермăсем валли тĕрлĕрен оборудовани туянма 2 миллион та 800 пин тенкĕ тăкакланă. Объектсем тума тата пуррисене реконструкцилеме 1 миллион та 55 пин тенкĕ уйăрнă. Пĕр вăхăтрах 38 пин те 800 чĕп ÿстермелли 10 миллион тăракан хаклă йышши оборудовани илнĕ. Юлашки çулсенче 1000 тата 1500 тонна тырă вырнаçмалăх складсем тунă. Цехсене çут çанталăк газĕпе автономлă ăшăтмалла тунă. Кантура тата столовăйне газпа ăшăтаççĕ. Çитес вăхăтра чăх вити иккĕ тума палăртнă. 2 чăх тата 4 хур фермисем валли çĕнĕ оборудовани илсе килмелле.

Производство хăвачĕ ÿссе пынă май, çĕнĕ çĕр лаптăкĕсем кирлĕ пулаççĕ. Çакă та шухăшлаттарать пуçлăха. Кайăк-кĕшĕк фабрики «Ковали» хуçалăхăн усă курман, мăян пусса илнĕ 564 гектар çĕрне арендăна илнĕ. Çав çĕрсем çинче халĕ тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем тата нумай çул ÿсекен курăксем туса илеççĕ.

Малашлăха çирĕп шанчăкпа утать фабрика пуçлăхĕ. Яланах халăх хушшинче вăл. Вĕсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăрать. «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçа кĕртни фабрикăна малалла аталантарма, çамрăк специалистсемпе рабочисене ĕçлеме тата пурăнма лайăхрах условисем туса пама май парать. Пĕтĕм йышпа алла-аллăн тытăнса ĕçлесен ăна пурнăçа кĕртме май пуррине тĕрĕс ăнланать Николай Петрович. Çак кунсенче унăн юбилей, 50 çул тултарать. Вăйпитти вăхăчĕ. Апла пулсан малашлăхра шанчăк пысăк.

 

А. ХОВАНСКИЙ,
РФ журналистсен Союзĕн членĕ.


17 февраля 2007
00:00
Поделиться