Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Харпăр хăй яваплă

о Прокуратура

 

Харпăр хăй яваплă

 

Тем çитмест çынна пурнăçра, пĕр-пĕрне кÿрентереççĕ, çаратаççĕ, вăйпа япала туртса илеççĕ, вăрă-хурахла тапăнаççĕ, çапăçаççĕ, вĕлересле хĕнеççĕ. Пĕри теприне улталаса пуясшăн, общество деятелĕсем укçашăн сутăнса, ĕçлĕ çынсем хăйсен должноçри вырăнĕсемпе усă курса преступлени çулĕ çине тăраççĕ, авторла тата тĕрлĕ правасен йĕркисене пăсаççĕ, ушкăнпа йĕркеленĕ преступлени, закона пăсса тупнă тупăша ним паллисĕр пытарасси йăлана кĕрсе пырать.

Çак пулăмсем паян таçта мар, хамăр хушăрах пулса иртеççĕ. Хăшĕ-пĕрисем иртĕнсе, хăйсене хăйсем çав тери «паттăрла» тытас теççĕ-ши, е хăйсенчен чеереххи, вăйлăраххи никам та çук, тесе шутлаççĕ.

Шăп та лăп çак шухăшсем тавра пычĕ те ĕнтĕ район прокурорĕ çумĕнчи координаци канашĕн анлă ларăвĕнчи калаçу. Ăна район прокурорĕ С. Павлов уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Унта район пуçлăхĕ В.Кириллов, Чăваш Республикин шалти ĕçсен министерствин представителĕсем А.Русаков, А.Григорьев, Н.Казаков, П.Седойкин, А.Кушников, ЧР прокуратурин представителĕ В.Наумова, Федераллă налук службин районсем хушшинчи Çĕрпÿри 7 номерлĕ инспекцийĕн начальникĕ Т.Асина, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов, районти ШĔП криминал милицийĕн начальникĕ Ю.Михеев хутшăннă.

Ларура С.Павлов, И.Константинов, Н.Казаков, А.Григорьев, А.Кушников преступленисемпе çыхăннă ĕçсем тата вĕсен сăлтавĕсем çинчен тухса калаçрĕç.

Район прокурорĕ С.Павлов 2006 çулта çÿлте асăннă сăлтавсемпе пулнă преступленисене уçса палăртасси районти шалти ĕçсен пайĕнче çителĕклех пулса пыманни пирки асăрхаттарчĕ. Налук тÿлесрен пăрăнса çÿрекенсене те аса илчĕ. Алкоголь тата спирт продукцине вăрттăн, курттăммăн сутассипе тата вĕсене саккунлă мар туса кăларассипе çыхăннă тĕслĕхсене тупса палăртассипе те çине тăрса кĕрешмелли çинчен каларĕ. Ларура палăртнă ыйтусене 2007 çулта малти вырăна хурса ĕçлемеллине аса илтерчĕ. Район пуçлăхĕ В.Кириллов служба тивĕçĕсене пурнăçлассине вăйлатмаллине тата преступленисене хирĕç профилактикăлла ĕçсем тăвассине асăрхасах тăмаллине палăртрĕ.

 

А. АНТОНОВА.



22 февраля 2007
00:00
Поделиться