Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Йĕлтĕр çинче - вĕрентекенсем

Йĕлтĕр çинче - вĕрентекенсем

 

Февралĕн 17-мĕшĕнче районти вĕрентÿ ĕçченĕсен командисем хушшинче йăлана кĕнĕ йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Эстафетăна 21 команда хутшăнчĕ, вĕсем виçĕ турпа ăмăртрĕç.

Спортсменсене район пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов ăшă сăмах каласа хавхалантарнă хыççăн старта тĕп шкулсен командисем пуçларĕç. Хĕрÿ тупăшура пĕрремĕш вырăна Чупай, иккĕмĕшне - Тикаш, виççĕмĕшне - Пинер шкулĕсен вĕрентекенĕсем тухрĕç. Унтан йĕлтĕр йĕрĕ çине шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсен командисем тăчĕç, ку ăмăртура вара малтисем - Вăрмарти «Березка», «Зоренька» тата Кĕтеснерти «Солнышко» ача сачĕсен коллективĕсем. Ытти спортсменсен кăмăлĕпе, çитĕнĕвĕпе хавхаланнă вăтам шкулсен командисем хушшинче Кавал, Энĕшпуç, Кĕлкеш шкулĕсем пуринчен маттуртарах пулчĕç. Юлашкинчен çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе призсем парса чысларĕç.

 

А. МИХАЙЛОВ.



22 февраля 2007
00:00
Поделиться