Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çухалнă ял çынни пулăшрĕ

о Пулни, иртни

 

Çухалнă ял çынни пулăшрĕ

 

Тем те пулать пурнăçра: пĕр кĕтмен çĕртен савăнăç та сиксе тухма пултарать, çавăн пекех инкекĕ те. «Пурăн-ха, пурăнсан курăн...», - тетчĕ ĕлĕкрех пĕр кинеми. Ку чăнахах та çапла, хам курса хам ĕнентĕм.

Кăçалхи январĕн 25-мĕшĕнче каçхине 7 сехетре икĕ çемье, Шупашкара каяс шутпа, çула тухрăмăр. «Тухман çын тухсан тăман тухать» тесе ваттисем ахальтен каламан пулĕ çав. Эпир тухсан та çаплах пулчĕ. Çул çинче ахăр самана пуçланчĕ, çанталăкĕ те сивĕтсе кайрĕ. Кунсем малтан çуркуннехи чухнехи пек тăнă пулсан, вăл каç - чăн-чăн хĕлле. Пысăк автомашинăсем иртсе кайсан çул нимĕн те курăнмасть. Çапла пыратпăр тĕп хулана каякан аслă çулпа. Чиричкассине çитиччен, кĕпер урлă каçсассăн, тăвалла хăпарнă тĕлелле пĕр пысăк автомашина тÿрех пирĕн еннелле пынине асăрхасан, май çитнĕ таран сылтăмалла пăрăнтăмăр. Эпир ларса пыракан автомашина çул хĕрринчи тумхахсем çине кĕрсе кайрĕ те икĕ урапи те шартлатса çурăлчĕ, тăп çеç чарăнса лартăмăр, телее хамăрпа нимех те пулмарĕ. Машина çинчен антăмăр та ун-кун пăхкалатпăр. Çурçĕр енчен вĕрекен сивĕ çил сывлăша пÿлет, куçран тĕртсен куç курмасть. Çул çинчи автомашинăсене чарăнма ыйтса алă çĕклесен пĕри те чарăнмаççĕ, вăшт! çеç иртсе каяççĕ. Хуть те мĕн ту уй варринче. Çапла пĕр вăхăт асапланса тăнă хыççăн пĕр çăмăл автомашина чарăнчĕ. Кабинăран хыткан та вăрăм арçын тухрĕ, хăй пĕр хĕрĕх çулсенелле çитнĕ пулĕ, сывлăх сунса пирĕнпе мĕн пулса тухнипе интересленчĕ, хăй пулăшма хатĕрри пирки пĕлтерчĕ. Пирĕн çине сивĕ кун та ăшă çил вĕрнĕ пекех туйăнчĕ. Çурăлнă урапасене унăн автомашинисем çине тиерĕмĕр те аякрах мар Çĕрпÿ хулинчи автомашина кустăрмисене юсакан вырăна çул тытрăмăр. Пĕр сехетрен каялла çаврăнса килсе хамăр автомашинăна юсарăмăр та çула йĕркеллех тухрăмăр. Ырă кăмăллă Володя водитель вара Мускава ĕçлеме çÿрекенскер пулчĕ, халĕ те çавăнтах кайма тухнă иккен. Пурăнасса вара Куславкка районĕнче пурăнать. Вăл каласа панă тăрăх ĕлĕк вĕсен ялĕ «Тансар» ятлă пулнă иккен, Вăрмар ялĕ çумĕнче ларнă. Ахăртнех, ку историне хăй те ваттисенчен кăна илтнĕ пулĕ. Ку пире пушшех те тĕлĕнтерсе ячĕ. Тен ăна пире пулăшма тăванлăх е мĕнле те пулин пулăм туртнă, кăна вара никам та татса калаймĕ. Киле каялла таврăнсан «Тансар» ялĕ пирки интересленсе акă мĕн пĕлме тÿр килчĕ: XV-мĕш ĕмĕрте тĕне кĕмен Тансар ятлă ăру пуçлăхĕ ертсе килекен ушкăн Кивĕ Вăрмар ялĕ çумне пырса вырнаçать. Çак вăхăтран ял ятне патшалăх хучĕсем çине перепиçсем ирттернĕ чухне пĕр ял тесе шутласа «Тансарево Урмарево тоже» тесе çырма пуçлаççĕ. Ку вăл Тансар та, Урмар та тенине пĕлтерет. 1629 çулта çак ялăн гербĕпе ялавне çирĕплетеççĕ. 1662 çулта Тансар çыннисемпе Кавал çыннисем хальхи Елчĕк районĕнчи Кавал ялне пуçараççĕ. XVIII-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче Тансар ята текех асăнма пăрахаççĕ. Паянхи куна çак ял ячĕпе Тансар разъезчĕ кăна сыхланса юлнă. Апла пулин те çынсен тăванлăх туртăмĕ пĕтменни савăнтарчĕ.

 

Г. ЭВЕРСКОВ.

Кивĕ Вăрмар ялĕ.



28 февраля 2007
00:00
Поделиться
;