Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурте йĕлтĕр йĕрĕ çине

о Сывă пурнăç йĕркишĕн

 

Пурте йĕлтĕр йĕрĕ çине

 

Шăплатра ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пуçарнипе «Пурте йĕлтĕр çине» ятпа ăмăрту иртрĕ. Сывлăх кунĕн ăмăртăвĕсене малтанах пуçламăш шкулти 3-4 класра вĕренекен йĕлтĕрçĕсем пуçларĕç.

Вĕсен хушшинче 1-мĕш вырăна - Р.Савруков, 2-мĕшне - Д.Андреев, 3-мĕш вырăна Р.Леонтьев йышăнчĕç. Малалла ăмăртусем Урнар шкулĕнчи 5-7 класс ачисем хушшинче иртрĕ. Кунта 1-мĕш вырăна - С.Львов, 2-мĕшне - С.Александров, 3-мĕш вырăна С.Васильев тухрĕç. Унтан ăмăрту 9-11 класс йĕлтĕрçисем хушшинче иртрĕ. Кунта 1-мĕш вырăна - Т.Яковлев, 2-мĕш вырăна - К.Васильев, 3-мĕшне В.Андреев тухрĕç.

Юлашкинчен ăмăртăва ялти çамрăксем, ялта ĕçлекенсем хутшăнчĕç. Вĕсен хушшинче 1-мĕш вырăна - Шупашкарти социаллă университетра вĕренекен Г.Александров, 2-мĕшне - С.Смирнов ялти çамрăк, 3-мĕш вырăна В.Леонтьев йышăнчĕç.

Ăмăртусене йĕркелекенсем ялти фермер хуçалăх пуçлăхĕ А.Александров, пуçламăш шкул учительници Е.Иванова, Шăплатри культура ĕçченĕсем пулчĕç. Уява хутшăнма тата курма пуçтарăннă халăха ялти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Л.Рыжова вĕри чейпе тата çуллă икерчĕпе хăналаса тăчĕ.

Çак уява ирттерме вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Андреев, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн вырăнти уйрăмĕ тата Шăплатри модельлĕ библиотека спонсорсем пулса ăмăртусене хутшăннисене пурне те парнесем парса чысларĕç.

Чăннипех пысăк уяв пулчĕ çак сывлăх кунĕ Шăплатсемшĕн.

 

С. АЛЕКСАНДРОВА,
библиотека заведующийĕ.


28 февраля 2007
00:00
Поделиться
;