Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Районта - информаци кунĕ

Районта - информаци кунĕ

 

Районта иртнĕ пĕрлехи информаци кунне пирĕн района Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕн заместителĕ М.Краснов, Чăваш Республикинчи федераллă регистраци службин управленийĕн представителĕ Т.Расколова, район пуçлăхĕ В.Кириллов, заместителĕсем: Ю.Соколов, О.Васильев, район администрацийĕн организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов хутшăннă.

Виçĕ ушкăна пайланса Мăнçырма, Кĕлкеш, Чупай ял тăрăхĕсенче пулса Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарнă, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравланă.

МĂНÇЫРМА ЯЛĔ. Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕн заместителĕ М.Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пай начальникĕ Ю.Соколов ял администрацийĕнче, Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта, Тихвински Турă Амăшĕ ячĕллĕ чиркÿре пулса унти вĕрентÿ ĕçченĕсемпе, Леонид аттепе тĕл пулчĕç.

Пĕрлехи информаци кунĕнче калаçу ЧР Президенчĕ Н.Федоров çулсерен Патшалăх Канашне яракан Çыру тавра пулчĕ. Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕрентекенсемпе ирттернĕ пĕрлехи информаци кунĕнче М.Краснов республикăн иртнĕ çулхи аталанăвĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Михаил Николаевич палăртнă тăрăх, 2006 çулта республикăра промышленноç производствин индексĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 15, 9 процент чухлĕ Раççейре - 4, 2 процент, çав шутра тирпейлекен производствăра 18, 5 процент Раççейĕпе - 4, 6 процент ÿснĕ. Ял хуçалăх производствин калăпăшĕн ÿсĕмĕ 3, 2 процентпа танлашнă Раççейре - 1, 5 процент. Тыр-пулăн шайĕ 7, 2 процент чухлĕ ÿснĕ. Аш-какай туса илесси 4, 1 процент чухлĕ, сĕт сăвасси - 6, 3 процент ÿснĕ. Ялта пурăнакан 13 пине яхăн çемье хăйсен уйрăм хушма хуçалăхне аталантарма 1 миллиард та 812 миллион тенкĕлĕх çăмăллăх кредит илнĕ. Кăçал та ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлеме палăртнă. М.Краснов çавăн пекех çĕршыври демографи ыйтăвĕ çинче те чарăнса тăчĕ.

Район пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов ЧР Президенчĕ Н.Федоров 2007 çула Ача çулталăкĕ çинчен пĕлтерни, çавна май çулталăк девизĕ районта пурăнакан кашни çыншăн социаллă пĕлтерĕшлĕ, актуаллă пулнине палăртрĕ.

Юлашкинчен, информаци ушкăнĕн членĕсем çынсен тĕрлĕ ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Вĕсене сĕт завочĕ сĕтшĕн укçа тÿлеменни, районта выльăх-чĕрлĕх, пахча çимĕç продукцине туса илсе тирпейлекен тата йăла ыйтăвĕсене таварпа тивĕçтерекен потребительсен ял хуçалăх кооперативĕ çителĕксĕр ĕçлени пăшăрхантарчĕ.

 

З. ПАВЛОВА.



28 февраля 2007
00:00
Поделиться
;