Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Районти ЗАГС – иккĕмĕш вырăнта

Районти ЗАГС – иккĕмĕш вырăнта

 

2006 çулта Чăваш Республикинчи ЗАГС органĕсем çемьене çирĕплетмелли программăна пурнăçа кĕртес, гражданла яваплăха çирĕплетес, çамрăксене ăс-хакăл енчен тĕрĕс-тĕкел çитĕнме воспитани парас енĕпе ĕçлерĕç. Вĕсен ĕçĕ ытларах гражданла акта туллин тата вăхăтра регистрацилес ĕç мĕнле пулса пынипе, граждан правине тата патшалăх интересĕсене хÿтĕлес енĕпе пахалăха ÿстерессипе çыхăннă.

Республикăри хула округĕсемпе муниципаллă районсенчи ЗАГС органĕсем хушшинче профессилле ăсталăха ÿстерес енĕпе ирттернĕ смотр-конкурсра пирĕн районти ЗАГС пайĕ иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Унăн начальникĕ В.ВОЛКОВА, специалисчĕ Е.ИЛЛАРИОНОВА. Вĕсем Чăваш Республикин юстици министерствин дипломне тата хаклă парнине тивĕçнĕ.

 

А. АНТОНОВА.



28 февраля 2007
00:00
Поделиться
;