Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Съезд делегачĕ пулнă

Съезд делегачĕ пулнă
 
Иван Ильич Петров 1947 çулхи февралĕн 28-мĕшĕнче Энĕшпуç ялĕнче çуралнă. Вăл йышлă çемьере ÿснĕ. Ашшĕ, Илья Петрович, вăрçă инваличĕ пулнă. Çапăçу хирĕнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденне тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăн тăван колхозра бригадирта тăрăшнă. Амăшĕ, Мария Игнатьевна та çавăнтах ĕçленĕ.
И. Петров ялти вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Тинĕс çар флотĕнче шыв айĕнчи карап çинче виçĕ çул службăра тăнă. Хăйĕн тивĕçĕсене яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă. Унăн пултарулăхĕпе хастарлăхне командирсем пĕрре кăна мар палăртса хăварнă. Вăл ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнă.
Çар служби хыççăн Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче столяр пулса вăй хунă. Ĕç нормине ирттерсе тултарнă. Хăй ĕçĕнче чăн ăста пулнă. Тăрăшмасăр çитĕнÿ пулмасть. 1972 çулта ăна Мускавра иртнĕ çĕр-шыври вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсен 9-мĕш съездне делегата суйланă. Вăл яланах тÿрĕ кăмăлпа, таса чунпа ĕçленĕ. Шанаççĕ ăна кунта. Ĕç коллективĕ Иван Ильича фабрикăри профком председательне суйланă. 1978-1981 çулсенче вăл республикăри вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсен профсоюз обкомĕн членĕ пулса тăрать. Унăн тĕллевĕ вара - шанăçа тÿрре кăларасси. Ĕçне кура - чысĕ, хисепĕ. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем парса чысланă, «Ĕç ветеранĕ» медаль илме тивĕç пулнă. Фабрикăра комсомол организацийĕн секретарĕ пулса тата ытти обществăлла ĕçсене те активлă хутшăннă.
Мăшăрĕпе, Елена Петровнăпа икĕ ача пăхса ÿстернĕ. Асли - Наташа медсестра пулса райбольницăра хирурги уйрăмĕнче тăрăшать. Яланах ăшă кăмăллă, сăпайлă пулнăшăн хисеплеççĕ ăна кунта сывалакансем. Кĕçĕнни, Владимир, строитель.
Елена Петровна, Çĕнĕ Кавал хĕрĕ, сĕтел-пукан фабрикинче 33 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Вăл Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă, тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ.
Юлашки вăхăтра И.Петров райадминистрацинче оперативлă дежурнăй пулса ĕçлерĕ. Хăйĕн тивĕçĕсене яланах вăхăтра та пысăк пахалăхпа пурнăçласа пычĕ. Кунтанах тивĕçлĕ канăва тухрĕ.
И. Петров ырă кăмăллă та маттур, патвар та хастар, вĕри чĕреллĕ, çирĕп чунлă, ырă-сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çын.
 
                                                            И. КРИКОВ
 


03 марта 2007
00:00
Поделиться
;