Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тĕрлĕ ăмăртусенче

Йĕлтĕр. Шкул ачисем хушшинче йĕлтĕрпе чупса ЧР Президенчĕн кубокне çĕнсе илессишĕн Канашра ирттернĕ зонăри ăмăртусенче пирĕн районăн команди иккĕмĕш вырăн йышăннă. Район чысне Энĕшпуç шкулĕнчи – 9, Чупайĕнчи 3 вĕренекен хÿтĕленĕ.
Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министерстви йĕлтĕрпе чупас енĕпе патшалăх тата хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче йĕркеленĕ VI физкультурăпа спорт Спартакиади Канаш районĕнчи «Космонавт» сывлăх лагерĕнче иртнĕ. Командăра икĕ арçын, пĕр хĕрарăм тата çемье командисем пулнă. Çемье командисем хушшинче райадминистрацин организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕн Н.Павловăн çемйи 3-мĕш вырăна тухнă. Командăра çемье пуçлăхĕ Николай Анатольевич тата ывăлĕ - Виктор, хĕрĕ - Анастасия пулнă.
Çăмăл атлетика. Вăтам шкулсенче вĕренекенсем хушшинче çăмăл атлетикăпа 300 тата 600 метрсене чупассипе икĕ енлĕ ăмăртса республикăра мала тухассишĕн Шупашкарта ирттернĕ тупăшусенче Энĕшпуç шкулĕнчи М.Васильева – иккĕмĕш, М.Петрова виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Н.Федоров /Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул/ лайăх результат кăтартнă.
Хĕллехи виççĕмĕш спорт ăмăртăвĕсем. Канаш районĕнчи Шăхасанта ирттернĕ хĕллехи виççĕмĕш спорт вăййисенче кире пуканĕ йăтассипе М.Миронов /Энĕшпуç/ - пĕрремĕш, ишессипе Л.Чернова /район больници/ - иккĕмĕш, Л.Агапова /Вăрмар поселокĕ/ виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Йĕлтĕрпе чупассипе С.Федоров /Кивĕ Вăрмар/, С.Егорова /Чупай/ палăрнă.
Волейбол. Яллă районсен командисем хушшинче волейболла выляса республикăра мала тухассишĕн Чурачăкра тата Çĕрпÿри Опытнăй поселокра ирттернĕ зонăри ăмăртусене Красноармейски, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ районĕсен тата пирĕн район командисем хутшăннă. Çивĕч кĕрешÿре Вăрмарсен пĕрремĕш вырăнсене арçынсен тата хĕрарăмсен командисем йышăннă, грамотăпа хаклă приза тивĕçнĕ.
Ирĕклĕ майпа кĕрешесси. Хĕрачасем хушшинче мала тухассишĕн Шупашкарта ирттернĕ ăмăртусенче 60 килограмм таран таякансенчен Кавалти вăтам шкулта 10 класра вĕренекен А.Табакова чемпион ятне çĕнсе илнĕ.
Хоккей. РФ тава тивĕçлĕ учителĕн В.Демидовăн кубокне çĕнсе илессишĕн Тăвай районĕнчи Чÿкçырми ялĕнче ирттернĕ уçă чемпионата Тăвай, Патăрьел, Елчĕк районĕсен тата пирĕн район спортсменĕсем хутшăннă. Вăрмарсем виççĕмĕш вырăна тухнă. «Чи лайăх вылякан» ята илме пирĕн командăри А.Иванов хоккеист тивĕçнĕ.
 
                                                        А. КРАСНОВ

 



10 марта 2007
00:00
Поделиться
;