Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ăсатса ярсан хĕле – çуркунне çитсе килет

Нумаях та пулмасть Çĕнĕ çул уявĕсем кĕрлерĕç, сисмерĕмĕр те, хĕле ăсатма вăхăт та çитрĕ. Хĕлпе сыв пуллашасси кашни çулах йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал та акă Вăрмар поселокĕнчи Ленин площадьне ăна уявлама халăх йышлăн пуçтарăнчĕ.
Килчĕ ырă çуркунне,
Килчĕ ячĕ ăшăтса.
Хĕвел савать тĕнчене,
Хĕл ыйхинчен вăратса.
«Нарспи» поэмăран.
Ир-ирех сутуçăсем хăйсен палаткисене вырнаçтарса лартнă. Поселокĕпех сарăлнă техĕмлĕ шашлык шăрши вара сăмсана кăтăклантарать, уява чĕнет тейĕн. Çакна пысăккисем çеç мар, пĕчĕккисем те лайăх туйрĕç. Ашшĕ-амăшĕсене, кукашшĕ-кукамăшĕсене уява васкатрĕç.
Райпон «Обществăлла апатлану» тулли мар яваплă обществин сутуçисем сĕтелсем çине мĕн тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлемен-ши! Шерепеллĕ тутăрсем çыхнăскерсем уява илем кÿреççĕ, хăйсем патне илĕртеççĕ. Акă шăнкăравсем çыхнă, илемлĕ тутăрсемпе, чечексемпе капăрлатнă лашасем Вăрмар урамĕсем тăрăх катаччи чупаççĕ. Çунисем çинче ача-пăча лăк тулли ларса пырать, хĕлĕн юлашки кунĕпе чунтан савăнаççĕ.
10 сехет те 30 минутра савăнăçлă юрă-кĕвĕпе районти тата ялсенчи культура çурчĕсен ĕçченĕсем ушкăн-ушкăнпа Ленин площадьне пырса кĕреççĕ. Икĕ çавра туса савăнăçлă юрăсем шăрантараççĕ, чăваш ташши ташлаççĕ. Районти Культурăпа кану центрĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕ хĕле ăсатнă ятпа театрализациленĕ представлени йĕркеленĕ: Сивĕ, хаяр Хĕл ăшă та ырă Çуркуннене вырăн панине сăнласа кăтартрĕ.
Район пуçлăхĕ В.Кириллов, унăн заместителĕ, вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов уява пухăннисене çуркунне çитнĕ ятпа саламлаççĕ, ырлăх-сывлăх сунаççĕ. Пурте пĕрле тăрăшса ĕçлесен район аталану çулĕпе пырассине палăртаççĕ.
Хĕле ăсатнине халалланă уявра чи асра юлнă самант - Хĕле сăнлакан катемпине çунтарса яни. Вăл мĕнле çуннине пысăккисем те, уйрăмах ачасем савăнăçлăн тимлесе пăхрĕç.
Часах сцена çинче пысăк концерт пуçланать. Культура программи тĕрлĕ енлĕ те пуян. Кунта хутшăнакан пур художествăлла пултарулăх коллективĕсем те тĕплĕн хатĕрленнĕ, куракансене çĕнĕ юрă-кĕвĕпе, ташăсемпе савăнтарасшăн. Пысăк Енккассинчи, Кĕтеснерти, Арапуçĕнчи, Чулкасри, Аслă Чакри, Чупайĕнчи культура çурчĕсем çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕсем районта ирттернĕ смотр-отчетра та чи пултаруллисем пулчĕç. Вĕсем çак уявра хăйсен юрри-кĕввипе халăха чылайччен тыткăнларĕç.
Çав вăхăтрах тĕп стадионта тата Спорт çуртĕнче тĕрлĕ спорт вăййисем иртрĕç.
 
                                                          З. ПАВЛОВА


14 марта 2007
00:00
Поделиться
;