Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

РФ Патшалăх Думин депутачĕн П. Семеновăн, районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн призĕсене çĕнсе илессишĕ

РФ Патшалăх Думин депутачĕн П. Семеновăн, районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн призĕсене çĕнсе илессишĕн
Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе кăларнă Указĕсене пурнăçласа мартăн 8-мĕшĕнче йĕлтĕрпе чупассипе РФ Патшалăх Думин депутачĕн П.Семеновăн тата районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕр эстафети кăçал 59-мĕш хут иртрĕ, 200 яхăн спортсмен хутшăнчĕ.
Ăмăрту пуçланас умĕн поселокри Ленин площадьне са- вăнăçлă мероприятие йĕлтĕрçĕсем пухăнчĕç.
Эстафетăлла ăмăртăва хутшăнакансене район пуçлăхĕ В.Кириллов, район пуçлăхĕн заместителĕ, вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пай начальникĕ Ю.Соколов, районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ П.Алексеев саламларĕç, ăнăçусем сунчĕç.
Унтан спортсменсем ăмăрту пулакан вырăна çул тытрĕç. Тупăшу Кивĕ Вăрмар ялĕпе Вăрмар поселокĕ хушшинчи посадка хĕррипе иртрĕ. Çанталăкĕ те ятарласа тенĕ пекех спортсменсемшĕн пулчĕ. Лăпкă та уяр тăчĕ. Кăпăшка юр çунă хыççăн йĕлтĕрпе чупмалли трасса çăмăлах пулмарĕ спортсменсемшĕн, апла пулин те мĕн пур тăрăшулăхне пачĕç вĕсем.
Чи малтанах старта улттăмĕшпе çиччĕмĕш классенче вĕренекен арçын ачасем тухаççĕ. Стартра 16 команда.
- Марш! - илтĕнсе каять тĕп судьян В.Сидоровăн янăравлă сасси. Пурте малалла тухса вирхĕнеççĕ.
- Килеççĕ, килеççĕ, - пĕлтереççĕ куракансем. Акă, хĕрлĕ спорт костюмĕ тăхăннă йĕлтĕрçĕ курăнса каять. Ку Тикаш шкулĕнчи Н.Васильев пулчĕ. Ыттисене 29 çеккунт хăварса финиша чи малтан çитет те эстафетăна Н.Шапеева парать. Унтан А.Федотов виççĕмĕш çаврăмра ыттисенчен çăмăллăнах выляса илет.
Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Энĕшпуç тата Пинер шкулĕсен командисем çĕнсе илеççĕ.
Хĕрачасем пĕр километр чупаççĕ. Ку хутĕнче те пĕрремĕш вырăна Тикашсем çĕнсе илеççĕ. Шкул чысне С.Паймулина, Г.Иванова, О.Архипова спортсменкăсем хÿтĕлеççĕ.
Иккĕмĕш вырăна - Чупайсем, виççĕмĕшне Энĕшпуçсем тухаççĕ.
Стартра саккăрмĕшпе тăххăрмĕш классенче вĕренекенсем. Пурĕ 15 команда. Арçын ачасем хушшинче хальхинче те Тикашсем вăйлăрах пулчĕç. Энĕшпуçсен икĕ команди иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
Хĕрачасенчен вара чи вăйлисем Чупайсем пулчĕç. Иккĕмĕшне - Энĕшпуçсем, виççĕмĕшне Çĕнĕкинчерсем йышăнчĕç.
Вуннăмĕшпе вунпĕрмĕш классенче вĕренекенсем старта тухаççĕ. Арçын ачасен тата хĕрачасен хушшинче пĕрремĕш вырăна Энĕшпуçсем тивĕçрĕç. Арçын ачасенчен иккĕмĕш вырăна Энĕшпуçсен иккĕмĕш команди, виççĕмĕшне Кĕлкешсем çĕнсе илчĕç.
Хĕрачасенчен иккĕмĕш вырăна - Урнарсем, виççĕмĕшне Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул командисем тухрĕç.
Акă, старта çитĕнсе çитнĕ арçынсемпе хĕрарăмсем тухаççĕ.
40 çула çитичченхи арçынсенчен çĕнтерÿçĕ ятне С.Федоров Кивĕ Вăрмар тивĕçет.
Иккĕмĕш вырăна - А.Степанов, виççĕмĕшне В.Федоров йышăнать.
40-50 çулсенчи арçынсенчен чи пултарулли О.Мефодьев Мăнçырма пулать. Н.Павловпа Чулкас В.Данилов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
50-60 çулсенчи арçынсенчен пĕрремĕшне - Н.Андреев, иккĕмĕшне В.Васильев иккĕшĕ те Вăрмар поселокĕнчен тухаççĕ.
60-70 çулхисем хушшинче яланхи пекех малти вырăна Н.Михайлов Вăрмар поселокĕ, иккĕмĕшне - В.Арманов Çĕнĕ Кинчер, виççĕмĕшне В.Лирзай Вăрмар поселокĕ тухрĕç.
40 çула çитичченхи хĕрарăмсем хушшинче Л.Федорова Энĕшпуç пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.
40-50 çулхисенчен С.Егорова Чупай çĕнтерчĕ. С.Чубукова Çиçтĕпе иккĕмĕш пулчĕ. Ун çинчен уйрăмах лайăххине каламалла. Светлана Васильевна, 6 ача амăшĕ пулин те, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырать. Виççĕмĕш вырăна Н.Алексеева Кавал тухрĕ.
50-60 çулхи хĕрарăмсенчен З.Маркова çыхăнăвăн линипе техника цехĕ пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Т.Ашмарина ЊКавалЌ иккĕмĕш пулчĕ.
Ăмăрту итогĕсене пĕтĕмлетсе район пуçлăхĕ В.Кириллов, РФ Патшалăх Думин депутачĕн П.Семеновăн пресс-секретарĕ С.Гордеева, районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ П.Алексеев çĕнтерÿçĕсене саламласа малти вырăнсене йышăннă командăсемпе уйрăм спортсменсене депутатăн парнисене пачĕç, дипломсемпе наградăларĕç. Виççĕмĕш вырăн йышăннă спортсменсене кăçалхи иккĕмĕш çур валли районти «Хĕрлĕ ялав» çырăнса пама пулни çинчен пĕлтерчĕç.
Çакна палăртма кăмăллă: РФ Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов сывă пурнăç йĕркине тытса пырас, шкул ачисене физкультурăпа спорта анлăрах явăçтарас, вĕсен спортри ăсталăхне ÿстерес енĕпе нумай тăрăшать. Ку хутĕнче те вăл ăмăртура çĕнтернисене хавхалантарма футбол, волейбол тата баскетбол мечĕкĕсем, шашка тата шахмат комплекчĕсем, библиотечкăсем парнелерĕ.
- Паян Тикашсем ăмăртăва чăннипех те тĕплĕн хатĕрленнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем виçĕ ушкăнра та çĕнтерчĕç, - çапла калаçнине илтме тÿр килчĕ физкультура учителĕсем хушшинче.
Тикашсен командисем ăнăçлă ăмăртнинче унăн тренерĕн, шкулти физкультура учителĕн О.Мефодьевăн тÿпи уйрăмах пысăк пулнине палăртма питех те кăмăллă.
 

                                               А. ХОВАНСКИЙ



14 марта 2007
00:00
Поделиться