Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

2007 - Ача çулĕ

          Ачасене пулăшу паракан центр Арапуç ялĕнче 1997 çултанпах ĕçлет. Центр ĕçченĕсем ачасене шкул программипе ĕлкĕрессипе кăна мар, пушă вăхăта усăллă та интереслĕ ирттерме чуна парса ĕçлеççĕ.
       «Февраль уйăхĕнче çуралнисем», «Валентин плюс Валентина» кану каçĕсем, çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунĕ ячĕпе пулас салтаксен конкурсне ирттертĕмĕр. Вăрмарти пĕрремĕш номерлĕ ача-пăча садĕнчен хăнана килсе кайрĕç. Мĕн чухлĕ парнесем илсе килчĕç вĕсем?! Кашни ача валли - кучченеç. Пĕчĕк ачасем концерт та лартса пачĕç. Центрта пурăнакан ачасем те парăмра юлмарĕç.
         Вăрмарти Г.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекенсем те пысăк пулăшу кÿчĕç, вĕсем ачасем валли тăхăнмалли нумай тумтир пуçтарса ярса пачĕç. Центр ĕçченĕсемпе кунта пурăнакан ачасем Вăрмарти «Березка» ача-пăча сачĕпе вăтам шкул коллективĕсене пире пулăшнăшăн ырăпа асăнаççĕ.
 
                                                         В. ВАСИЛЬЕВА


17 марта 2007
00:00
Поделиться