Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

CССР спорт мастерĕсене - пĕр тăван Ивановсене асăнса

       Çичĕ çул каялла пуçласа янă ырă йăлан ячĕ-сумĕ Энĕшпуçсен пурнăçĕнче çирĕпленсех кĕрсе юлчĕ темелле. Çулсерен ирттерекен спортпа сывлăх уявне ку тăрăхри ял халăхĕ çеç мар, республикăри хуласемпе поселок, ял тăрăхĕсенчи сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
       Иртнĕ шăматкун Энĕшпуçĕнче йĕлтĕр спортне кăмăллакансем тата профессионалсем СССР спорт мастерĕсене - пĕр тăван Юрийпе Геннадий Ивановсене асăнса кăçалхипе 7-мĕш хут ăмăртăва тухрĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх спорт уявĕ хамăр ентешсене сума суса ирттерекен митингпа уçăлчĕ. Вăл Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулăн спорт залĕнче иртрĕ. Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Куславкка, Вăрмар, Вăрнар, Тĕрлемес, Кавал, Çĕнĕ Кинчер, Пинер, Чупай, Кĕлкеш тата ытти хуласемпе поселок, ял тăрăхĕсенчен килнĕ 160 яхăн йĕлтĕрçе савăнăçлă лару-тăрура Вăрмар район пуçлăхĕн çумĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин, Г.Ивановăн аслă ывăлĕ, «Шоркистринский» кооператив пуçлăхĕ И.Иванов, райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ Ю.Ефимов, Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Н.Захаров, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ, паллă краевед И.Криков уяв ячĕпе саламларĕç. Вĕсем пĕр тăван Ивановсен ырă та пархатарлă ĕçĕ манăçа юлманни, кашниех çакна асра тытса пыни, сывă пурнăç йĕркине çамрăксем хушшинче аталантарни паха та пысăк ĕç пулни çинчен каларĕç, пурне те ăнăçупа çитĕнÿ сунчĕç.
      Ăмăртăвăн аслă судйи Н.Изосимов спортсменсене ăмăрту йĕркипе паллаштарчĕ. Унтан вĕсем 8 ушкăна пайланса ял хĕрринчи стадиона пуçтарăнчĕç. Йĕлтĕр йĕрĕ çине чи малтан 5-9 классенче вĕренекенсем тăчĕç. Çивĕч кĕрешÿре çĕнтерÿçĕсем те палăрчĕç. Акă вĕсем çирĕп сывлăхпа сывă пурнăçшăн ăнтăлакан пирĕн пуласлăх:О.Архипова /Тикаш/, А.Алексеев /Энĕшпуç/, С.Григорьева /Çĕрпÿ/, К.Линга /Чупай/, П.Арманов /Çĕнĕ Кинчер/, А.Мальков /Кавал/.
      Аслă классенче вĕренекен яшсемпе хĕрсен тупăшăвĕнче А.Ивановăпа А.Иванов /Энĕшпуç/, Т.Данилова /Çĕрпÿ/, М.Григорьев /Кĕлкеш/ çĕнтерме пултарчĕç.
      Спорт уявне курма пыракансем те йышлăн пухăннă. Вĕсем спортсменсене пĕтĕм чун-кăмăлтан хавхалантарса тăчĕç.
        Пĕр ушкăн хыççăн тепри стартран тухса малалла ыткăнать. 30-50 çулхи ушкăнсене кĕрекен спортсменсем виçĕ тата пилĕк километрлă дистанцисенче хăйсен вăйĕсене тĕрĕслерĕç. Кăмăл пуррисем 10 километрлине те парăнтарма старта тухрĕç. Арçынсенчен - Е.Маруновпа Ю.Осипов /Шупашкар/, В.Захаров /Тĕрлемес/ - пĕрремĕшсем пулчĕç, хĕрарăмсенчен С.Егорова /Чупай/, С.Орлова /Тĕрлемес/, Т.Ашмарина /Кавал/ малтисен ретне кĕме вăй-хал çитерчĕç.
         60 çултан иртнĕ арçынсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Шупашкарти Ф.Трофимов тухма пултарчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Сĕнтĕрвăрринчи Н.Алексеевпа Н.Михайлов /Вăрмар/ хăйсем хушшинче пайларĕç. Çак ăмăртура спорт ветеранĕсем: Вăрмарти Н.Михайлов, Кавалти В.Лирзай, Çĕнĕ Кинчерти В.Арманов чăнласах та çамрăк ăрăва тĕслĕх кăтартрĕç. Районти шкулсенче ĕçлекен А.Ноздрин /Чупай/, Г.Исаев /Энĕшпуç/, В.Васильев (Вăрмар), О.Мефодьев /Тикаш/ физкультура учителĕсене ырă сăмахпа асăнса хăварас килет. Вĕсем ачасене ăмăртусене хатĕрленипе çеç çырлахман, хăйсем те вĕренекенĕсемпе юнашар тăрса, тĕслĕх вырăнне пулса, çивĕч тупăшура вăй виçрĕç. Чăннипех те тав сăмахне тивĕçлĕ. Маттурсем.
        Аслисенчен чи çамрăккисем те пăрăнса юлмарĕç. Кăкăрĕсем çине номерсем çыхса спортсменсем пекех тупăшрĕç, спорт мастерĕсем пулма хатĕрленни çинчен çирĕплетрĕç.
          Мала тухнă пур призерсене те Вăрмар район администрацийĕ /В.Кириллов/, Шупашкарти «АККОнд» уçă акционерлă общество /В.Иванов/, «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ /Н.Зайцев/, «Шоркистринский» кооператив /И.Иванов/, Шупашкарти «Чувашметалл» акционерлă общество /Л.Григорьев/, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕ /В.Нягин/, В.Порфирьев, Д.Иванов, Э.Степанов, М.Каюков, Ю.Иванов, Н.Григорьев, В.Енькова, Н.Григорьева предпринимательсем, Ю.Архипов спонсор пулса парнесемпе хавхалантарчĕç.
        СССР спорт мастерĕсене - пĕр тăван Ивановсене çулсерен асăнса иртекен ăмăрту кăçал çÿллĕ шайра иртрĕ, пулас ăрăва физкультурăпа, йĕлтĕр спорчĕпе туслашма çĕнĕрен йыхравларĕ.
 
                                                           П. АЛЕКСЕЕВ


17 марта 2007
00:00
Поделиться