Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Фермерсем канашларĕç

         Районти хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ĕçченĕсем тĕл пулса тĕрлĕ ыйтусене хускатрĕç. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн районта еплерех ĕçлесе пыни тавра ытларах калаçрĕç.
            2007 çулта хушма хуçалăха харпăр хăй тĕллĕн аталантарас тĕллевлисене патшалăх енчен еплерех пулăшу пулассине ку енĕпе ĕçлекен тĕп специалист В.Борисова паллаштарчĕ. Районта ял хуçалăх кооперативĕсене йĕркелесе пуçарса яма тытăннине пурте пĕлеççĕ. Вĕсен аталану тапхăрĕ çинчен тухса калаçрĕ те ĕнтĕ райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Н.Васильев. Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен çут çанталăк таппипе утмалла, кĕçех çур аки çитсе пырать, апла пулсан паха вăрлăх кирли пурне те паллă. Çакăн çинчен каларĕ те ĕнтĕ районти вăрлăх инспекцийĕн начальникĕ Л. Захарова.
            Канашлăва район пуçлăхĕ В. Кириллов, Чăваш Республикинчи хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен тата ял хуçалăх кооперативĕсен ассоциацийĕн председателĕ И. Чемеров, унăн заместителĕ А.Данилова, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Л. Петров хутшăннă. Çавăн пекех канашлура районти хресчен/фермер/ тата ял хуçалăх кооперативĕсен председательне суйларĕç. Вăл - çамрăк та пултаруллă А. Захаров фермер.
 
                                                           Н. ШИШКИНА


17 марта 2007
00:00
Поделиться
;