Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кайăк-кĕшĕк грипĕнчен мĕнле сыхланмалла

       Юлашки вăхăтра çак хăрушă чир тĕнчипех, çав шутра Раççейĕн кăнтăрти регионĕсенче те сарăлнă май, ку тема çынсемшĕн пĕрремĕш вырăнта. Ăçти муртан сиксе тухрĕ ку чир; Вăл этемлĕх умне мĕнле хăрушлăх кăларса тăратать? Кайăк-кĕшĕк грипĕнчен сыхланма пулать-и?
       Çак тата ытти ыйтусем çине хурав тупма пулăшатпăр та эпир сире çак статьяра.
        - Мĕн вăл кайăк-кĕшĕк грипĕ? Вăл хăвăрт сарăлакан вирус инфекцийĕ. Çак чир вĕçен кайăксен мĕн пур тĕсне те аптратма, ерме пултарать. Килти кайăксенчен чи малтан хурпа кăркка сисĕмлĕ. Ирĕкри вĕçен кайăк инфекцие сарма пулăшать, анчах çуралсанах çирĕп пулнă май вăл хăй, тĕпрен илсен, чирлемест, миграци вăхăтĕнче питĕ инçете вĕçме пултарать. Кайăк-кĕшĕк грипне сараканĕ - шывра ишекен тискер кайăк. Шăпах вăл ĕнтĕ чир-чĕре килти хуçалăхсене çитме май туса парать.
           - Кайăк-кĕшĕк грипĕн вирусĕ мĕнле ерет? Тĕнчипе пухнă опыт кăтартса панă тăрăх, кайăк-кĕшĕк грипĕпе чирлесси килти кайăк-кĕшĕк вирус ернĕ тискер вĕçен кайăкпа хутшăннинчен пуçланать. Килти хур-кăвакала инфекциллĕ апат çитернĕ чухне те грипп ерме пултарать.
              Кайăк-кĕшĕк каяшĕпе вараланнă курăк, шыв, çавăн пекех инфекциллĕ савăт-сапа, хуçалăхри ĕç хатĕрĕ тата транспорт урлă та сарăлать.
- Кайăк-кĕшĕк грипĕ çынна ерме пултарать-и?
- Унччен кайăк-кĕшĕк грипĕ çынна пырса тивмест, пырса тивсен те кăштах кăна аптратать тесе шутланă. Анчах 1997 çултанпа çак гриппа йывăр чирлесе темиçе çын вилни те пулнă.
           Хальхи вăхăтра çак хăрушă чире тĕнчери 18 çĕр-шывра шута илнĕ. Раççей Федерацийĕнче 10 регионта. Февральте унăн çĕнĕ «хĕлхемĕсене» Мускав облаçĕнче, Ставрополь тата Краснодар крайĕсенче, Адыгей, Калмăк, Дагестан Республикисенче шута илнĕ.
           Паянхи кун тĕлне Чăваш Республикинче кайăк-кĕшĕк грипĕпе чирленине тупса палăртман, анчах вĕçен кайăксем кăнтăртан таврăннă май, çак хăрушă чире пуçаракан вирус пирĕн тăрăхра та килсе ерес хăрушлăх пур.
          Çавăнпа пурин те сыхă пулмалла, çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнмалла. Çынсем тĕрлĕ кайăк-кĕшĕке пăхнă, тăрантарнă чухне гигиена правилисене пăхăнмасан, çын ÿчĕ çинчи аманнă, касăлнă вырăнсем урлă, япăх пĕçернĕ какай, çăмарта çисен чир ерме пултарать.
          Ан манăр: грипп вирусĕ вĕри температурăна чăтаймасть, 60-65 градус вĕрире вилет. Кайăк-кĕшĕк какайне вăрах вăхăт пĕçерни те грипп вирусне пĕтерет. Çăмартана 10 минутран кая мар пĕçермелле. Çÿлерех каланă сĕнÿсене пăхăнсан çынна кайăк-кĕшĕк грипĕ ерес хăрушлăх çухалать.
- Килте кайăк-кĕшĕк усракансен мĕн тумалла?
- Килте кайăк-кĕшĕке хур-кăвакала, чăх-чĕпе, кăрккана ирĕкри кайăк-кĕшĕкпе хутшăнма май памалла мар. Ăна витесенче хупса усрамалла, уçăлса çÿреме кăлармалла мар.
          Ветеринари службин специалисчĕсене профилактика ĕçĕсене пурнăçлама чăрмантармалла мар. Граждансен кил хуçалăхĕсенче килти кайăк-кĕшĕк вилнисене асăрхасан, çавăн пекех ытти сăлтавсем палăрсан чи малтан ветеринари специалисчĕсене пĕлтермелле. Чĕрĕ вĕçен кайăка, ун каяшĕпе çăмартисене кунашкал хуçалăхсенчен илсе тухма юрамасть.
          Ветеринари специалисчĕсем кайăк-кĕшĕк грипĕн вирусне Чăваш Ен территорине кĕртес мар тесе тăрăшаççĕ. Апла пулин те ирĕкри тата килти кайăк-кĕшĕкпе хутшăннă, çавăн пекех кайăк-кĕшĕк продукчĕпе усă курнă чухне асăрхануллă пулни пăсмасть.
 
                                                             Р. ХРАМОВА


21 марта 2007
00:00
Поделиться