Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Коллективлă килĕшĕве çирĕплетрĕç

         «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин ĕçченĕсемпе иртнĕ пухура 2006 çулхи коллективлă килĕшÿ мĕнле пурнăçланнине, 2007-2009 çулсенчи коллективлă килĕшĕвĕн проектне пăхса тухрĕç. Пухăва район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕ О.Васильев, социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕ В.Иванов, Горький чукун çулĕн Хусанти уйрăмĕн профсоюз комитечĕн председателĕ В.Геращенко хутшăннă.
          Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа фабрикăри профком председателĕ Г.Петров отчет турĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх иртнĕ çул пĕтĕм ĕçе коллективлă килĕшÿпе пурнăçласа пынă. Фабрикăра вăй хуракансене пĕрер тонна тĕш тырă, утă, улăм панă. Çавăн пекех ака-суха вăхăтĕнче тÿлевсĕр апат çитернĕ. Иртнĕ çул ĕç çыннисене пурĕ 52 пин тенкĕлĕх пулăшу кÿнĕ. Унпа пĕрлех кашни çул кунта вăй хуракансем медицина тĕрĕслевне тухаççĕ. Сывлăхшăн сиенлĕ çĕрте ĕçлекенсене ятарлă апат-çимĕçпе тивĕçтереççĕ. Тăрăшса вăй хумашкăн ятарлă ĕç тумтирĕ те кашни çулах уйăрса параççĕ. Иртнĕ çул ăна 180 пин тенкĕлĕх туяннă. Юбилей тата ытти уявсене паллă тунă чухне фабрика администрацийĕ кунта вăй хуракансене хавхалантарма укçа-тенкĕ уйăрать. Ĕçлеме килекен çамрăк ăрăвăн малашлăхĕшĕн те чылай тăрăшать фабрика администрацийĕ. Ял хуçалăх специальноçĕпе пĕлÿ илес текенсене тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме ярать.
          «Пĕтĕмĕшле каласан, коллективлă килĕшÿ иртнĕ çул 85 пурнăçланнă», - терĕ профком председателĕ Г.Петров. Унтан вăл сăмах фабрика директорне Н.Петрова пачĕ. Николай Петрович иртнĕ çулхи ĕç итогĕсемпе паллаштарчĕ, çур аки çывхарса пынă май кăçалхи задачăсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Вăл палăртнă тăрăх 2006 çулта производство аталанăвĕ унчченхи çулпа танлаштарсан виçĕ хут ÿснĕ. Иртнĕ çул тĕш тырă - 4157 кашни гектартан вăтамран 30 центнер, аш-какай 369 тонна туса илнĕ, пĕр ĕнерен вăтамран 3509 килограмм сĕт сунă. Çĕр пулăхне пуянлатассипе те ĕçленĕ. 527 гектар çинче кали, 127 гектара фосфор удобренийĕсемпе апатлантарнă.
           Пурлăхпа техника базине вăйлатассипе те чылай тăрăшнă вĕсем. Çĕнĕ плуг, сеялка, культиватор, опрыскиватель - 2, пресс подборщик, тырă алласа тасатакан агрегат туяннă. Кашни çулах тырăн çĕнетнĕ сорчĕсене акма тăрăшаççĕ. Акмалли пĕтĕм вăрлăх кондициллĕ.
Фабрика кайăк-кĕшĕк ĕрчетессипе те ăнăçлă ĕçлет. 2006 çулта 1 чăх пуçне 151 çăмарта туса илнĕ. 161 пин чăх çăмарти сутнă. Кайăк-кĕшĕк ăратлăхне ÿстерес тĕллевпе чăх çăмарти - 129, хур çăмарти - 3, кăркка çăмарти 10 пин, 2500 хур чĕппи туяннă. Фабрика иртнĕ çула тупăшлă вĕçленĕ.
           «Ыран ытлă-çитлĕ пурăнас тесен пирĕн паян пур вăй-халпа тăрăшмалла. Ĕç укçи хамăр мĕнле тăрăшнинчен килет. Кăçал та ĕç укçине тата ытларах ÿстерме палăртрăмăр», - терĕ Н.Петров хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май.
          Пухура çавăн пекех Горький чукун çулĕн Хусанти уйрăмĕн профсоюз комитечĕн председателĕ В.Геращенко пĕрле тачă çыхăнура ĕçлемеллине палăртрĕ, А.Клементьев, С.Архипов механизаторсене, инкубаци цехĕн начальникне Т.Васильевăна, К.Иванова сортировщицăна, М.Желтухина кайăк-кĕшĕк пăхакана Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Çавăн пекех фабрикăн тĕп агрономĕ В.Нарзаев, тĕп инженерĕ Ю.Никоноров, тĕп экономисчĕ Е.Тимофеева тухса калаçрĕç, коллективлă килĕшÿ пурнăçланса пынине палăртрĕç.
         Юлашкинчен 2007-2009 çулсенчи коллективлă килĕшÿ проектне пăхса тухрĕç, пĕр сасăллă пулса ăна çирĕплетрĕç.
 
                                                           З. ПАВЛОВА


21 марта 2007
00:00
Поделиться