Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Депутатсем суйлавçăсене йышăнчĕç

          Район Пухăвĕн депутачĕсем йăлана кĕнĕ тăрăх кашни уйăхрах, палăртнă кун, суйлавçăсемпе тĕл пулаççĕ. Акă, Вăрмар хула тăрăхĕн пĕрремĕш тата виççĕмĕш округĕсенчи В. Нестеровпа Г. Назаров депутатсем суйлавçăсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.
        Кашни çыннăн шухăшĕ, пурнăç ыйтăвĕ тĕрлĕрен: кама Вăрмар поселокĕнче ĕçмелли шывпа тивĕçтересси килĕшсех каймасть, мĕншĕн тесен чылайăшĕ канмалли кунсенче хваттерсенче шыв çуккипе кĕпе-йĕм çăваймасть. Ку пăтăрмах поселокри чылай урамсенчи колонкăсенче те çавах. Ленин урамĕнчи 55-мĕш çуртра пурăнакансем вара хваттерти каяш шыв юхса тухманнипе нуша кураççĕ. Свердлов урамĕнче, малтан нефтебаза пулнă вырăнтан, айккинерех çÿп-çап купи пулса кайни те канăç памасть суйлавçăсене. Комаров урамĕнче пурăнакансене тахçантанпах çурхи-кĕрхи çанталăксенче автомашинăпа мар, çурран та ишсе тухма май çукки тарăхтарать. Нумай ыйту пачĕç суйлавçăсем, хăш-пĕрисем çине депутатсем тата Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Васильев çийĕнчех хуравсем пачĕç. Татса паман ыйтусем те пулчĕç, вĕсене депутатсем çитес вăхăтсенче хурав пама шантарчĕç. Тĕл пулура Чăваш Республикин Президенчĕн «Чăваш Республикинчи куçман пурлăх объекчĕсене патшалăх учетне тата çĕр участокĕсене патшалăх кадастр учетне илес ĕçе вĕçлес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен» Указĕ пирки те сăмах тапратрĕç.
 
                                                                                  А. НИКОЛАЕВА


24 марта 2007
00:00
Поделиться