Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăхпа - куçа-куçăн

          Районта иртнĕ пĕрлехи информаци кунне пирĕн района ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев, ЧР Президент Администрацийĕн организациллĕ ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ А.Краснов, Чăваш Республикинчи суд департаменчĕн управленийĕн начальникĕ В.Петров, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ М.Краснов, «Чăваш Республикин çĕр кадастрĕн палати» федераллă патшалăх учрежденийĕн директорĕ Т.Матвеева, Чăваш Республикинчи федераллă регистраци службин управленийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыраканĕ Н.Прокопьева, район пуçлăхĕ В.Кириллов, заместителĕсем: Ю.Соколов, О.Васильев, район администрацийĕн организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов хутшăннă.
        Виçĕ ушкăна пайланса Кивĕ Вăрмар, Чулкас, Тикаш ял тăрăхĕсенче пулса Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе, республикăн иртнĕ çулхи социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе паллаштарнă, вырăнти халăхăн тĕрлĕ ыйтăвĕсем çине хуравланă.
         КИВĔ ВĂРМАР. Чăваш Республикинчи суд департаменчĕн управленийĕн начальникĕ В.Петров, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ М.Краснов, райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ О.Васильев, «Советская Чувашия» хаçатăн шеф-редакторĕ Т.Иванская ял администрацийĕнче, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пулса унти специалистсемпе, вĕрентÿ ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç.
        Пĕрлехи информаци кунĕнче калаçу ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çыру, «Чăваш Республикинчи куçман пурлăх объекчĕсене патшалăх учетне тата çĕр участокĕсене патшалăх кадастр учетне илес ĕçе вĕçлес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен» 80 Указĕ тавра пулчĕ. Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕрентекенсемпе ирттернĕ пĕрлехи информаци кунĕнче М.Краснов республикăн иртнĕ çулхи аталанăвĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Михаил Николаевич каланă тăрăх, 2006 çулта республикăри промышленность, ял хуçалăх производстви лайăх аталаннă. Приоритетлă наци проекчĕсем те пурнăçа анлăн кĕрсе пыраççĕ. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн кредит илекенсен йышĕ ÿссе пыни те курăмлă. Ялта пурăнакан 13 пине яхăн çемье хăйсен уйрăм хушма хуçалăхне аталантарма 1миллиард та 812 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Раççей ял хуçалăх министрĕ Алексей Гордеев пирĕн республикăра ĕçлĕ визитпа пулнă май, çакă çĕр-шыври чи пысăк кăтартусенчен пĕри пулнине палăртнă. Çавăн пекех вăл ЧР Президенчĕ Н.Федоров 2007 çула - Ача çулталăкĕ çинчен пĕлтернине палăртрĕ. «Чăваш Ен ачисем» республика программин шайĕнче те, «Раççей ачисем» федераци программи шайĕнче те палăртнă ачалăха сыхламалли нумай ырă ĕç пурнăçа кĕрсе пынине каларĕ.
          Чăваш Республикинчи суд департаменчĕн управленийĕн начальникĕ В.Петров юлашки çулсенче республика кашни яла «çут çанталăк ырлăхĕ» çитерессипе, çул-йĕр хывассипе пысăк хăвăртлăхпа ĕçленине палăртрĕ. Çавăн пекех ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн «2005-2008 çулсенче Чăваш Республикинче халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси» Указ та пурнăçа анлăн кĕрсе пыни çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Унпа пĕрлех кашни çыннăн саккуна çирĕп пăхăнса тăмалли, çамрăксене право тĕлĕшĕнчен воспитани парас ĕçе вăйлатмалли çинчен те палăртрĕ.
         Юлашкинчен информаци ушкăнĕн членĕсем çынсен тĕрлĕ ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Вĕсене шыв, çул-йĕр, çĕрпе çыхăннă ыйтусем кăсăклантарчĕç.

                                                            З. ПАВЛОВА



24 марта 2007
00:00
Поделиться