Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ырă тăвакан яланах хисепре

      «Çын юраттăр çынна, хисеплетĕр çынна, Çын патне эс васка. Ырă ту».
       Сăвăри çак йĕркесем нумай çынна пырса тивеççĕ. Вĕсенчен пĕри - Мăнçырмара çуралса ÿссе пурнăçăн анлă çулĕ çине çирĕп утăмсемпе тухнă Валерий Иванович Иванов.
         В.Иванов 1963 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнче хăй çут тĕнчене килни çинчен пĕлтерсе пĕрремĕш хут сасă панă. Вăхăт сисĕнмесĕрех иртет - алла аттестат илсе малаллахи пурнăç çинчен шухăшламалла. Валерин пурнăç тĕллевĕ малтанах паллă пулнă - хăйĕн пурнăçне, ĕç çулĕсене çурт-йĕр хăпартас ăсталăхпа çыхăнтармалла. Тапса тăракан вăй-хал ăна пысăк хулана йыхăрать. Халĕ В.Иванов - Мускаври пĕр строительство компанийĕн директорĕ.
           Тăван ялтан инçетре пурăнни чăваш чун-чĕриллĕ каччăна ялтан ним чухлĕ те сивĕтмест. В.Иванов ялта час-часах пулать, кашнинчех хăш енчен те пулин пулăшу парать. Велоспорт енĕпе иртекен пĕр ăмăрту та В.Иванов пулăшăвĕсĕр пулмасть: айккинче çеç пăхса тăма пултараймасть вăл. Чиркÿ тума укçа-тенкĕ енчен мĕнле пулăшнине пĕлсе тăракан чиркÿре ĕçлекен çынсемпе ял халăхĕ ăна чĕререн тав сăмахĕ калать.
        Хăй вĕреннĕ шкула вăл нихăçан та манмасть. Яла килмелли сăлтав тупăнсан кашнинчех шкула çитсе курать, мĕнле те пулин йывăрлăхсем пуррипе çуккине ыйтса пĕлет. Пысăкрах шайра иртекен тĕрлĕ конкурссене хутшăнма пулăшакансенчен пĕри - Валерий Иванович. Укçа-тенкĕ енчен çеç пулăшнипе те çырлахмасть вăл, конкурса хутшăнакансемпе пĕрле пулма та вăхăт тупать, кирлех пулсан пурăнмалли кĕтесне те тупса парать. Раççей шайĕпе иртнĕ «Çын - çĕр хуçи» конкурсра пирĕн шкул ачисемпе конкурс йĕркелÿçисем II тура Мускавра хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕç. Çавăн чухне питех те вырăнлă пулчĕ В.Иванов юнашар пулни. Шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем ăна чĕререн тав сăмахĕ калаççĕ.
          Ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсемпе те тачă çыхăну тытать ырă та ăшă чун-чĕреллĕ, çынна çын пек шутлама пĕлекен, хăйне сăпайлă та кăштах вăтанчăкрах тытакан Валерий Иванович.
 
В. НИКОЛАЕВ


24 марта 2007
00:00
Поделиться