Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Китайра пултăмăр - чăваша кăтартрăмăр…

      Н.И.Егоров - филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, чăваш халăх пурнăçне чĕлхепе социологи тата этнографи вĕрентĕвĕ енĕпе тĕпчекен паллă ăсчахсенчен пĕри. Пирĕн ентеш, Çÿлти Кинчер ялĕнче çуралса ÿснĕскер, тăван тăрăхра иртекен кашни пулăмпах кăсăкланса тăрать. Акă, вăл нумаях пулмасть культура ĕçченĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулăва хаваспах хутшăнчĕ, халăхăмăрăн ырă йăли-йĕрки пирки каласа кăтартрĕ.
         Района килмессерен Николай Иванович тăван ен тата истори музейне кĕрсе тухмасăр каймасть. Хальхинче вăл, йăпăртлăха кăна кĕтĕм тесе, хăй Китай çĕр-шывĕнче пулнипе паллаштарчĕ, асăнмалăх темиçе сăн ÿкерчĕк парса хăварчĕ. Хăй Хусана васкать иккен, унта ăслăлăх конференцийĕнче чăваш чĕлхе тĕпчевĕнчи çĕнĕлĕхсем пирки доклад тумалла.
Паллă ăсчах Китай çĕр-шывне каясси, унта иртекен ăслăлăх конференцийĕсенче тухса калаçасси çакăнтан пуçланнă: иртнĕ çул Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ пĕтĕмлетÿ ларăвне Китай ученăйĕсене чĕннĕ пулнă. Вĕсем кунта килсе чаплă докладсемпе савăнтарса хăварнă. Китай халăх пурнăçне тĕпчесе пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтернĕ Н.Я.Бичурина Чăвашра епле хисеплесе тăнине курса мăнаçланнă институт умĕнче Н.Я.Бичурина халалласа палăк лартнă. Китайсем тпĕр çул хăйсем патне чăваш ăсчахĕсене хăнана чĕннĕ. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç тенĕ пек Чăваш гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ В.С.Григорьев тата пирĕн ентеш Н.И.Егоров Китай çĕр-шывĕнче темиçе кун пурăнаççĕ. Пекинри социаллă наукăсен академийĕнче, патшалăх музейĕсенче, архивсенче ирттернĕ мероприятисене, конференцисене хутшăнаççĕ. Ăслăлăх доклачĕсем тăваççĕ, чăваш халăх пирки, чĕлхе аталанăвĕ çинчен калаçаççĕ. Чăваш халăхĕпе Китай халăхĕ хушшинчи чĕлхе, этнографи тĕлĕшпе пĕрпеклĕхсем пуррине ĕнентерсе кăтартаççĕ.
     - Китай çĕр-шывĕн хулисенче çÿренĕ май хамăр чăваш çыннисем пулнине палăртма тăван тĕрĕсемпе илемлетнĕ тум тăхăнтăмăр, - пĕлтерет Н.И.Егоров. - Китайсем пирĕн эрешсенчен тĕлĕнсе пĕтереймеççĕ вĕт.
       Н.И.Егоров аякри çĕр-шывра тем те пĕр курса çÿрени пирки «Хыпар» хаçатра статьясен ярăмне кăларчĕ те ĕнтĕ. Пире çакă савăнтарать: ентешĕмĕр ăслăлăх ĕçĕнчи ÿсĕмсемпе Чăвашра тата Раççейре çеç мар, ытти çĕр-шывсенче те паллă та хисеплĕ пулса тăчĕ.
 
В. ЦЫФАРКИН


24 марта 2007
00:00
Поделиться
;