Çĕнĕ çул – çĕнĕ шкула
Пысăк Енккассинче 200 вĕренекен валли çĕнĕ шкул çуртне çĕклеме тĕп подряд ĕçĕсене пурнăçлаканпа тунă килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ. Контрактпа çак кунсенчех вĕренÿ учрежденийĕ пулмалли вырăнта хĕрÿ ĕç пуçланмалла. Шкул çуртне кĕске вăхăтра, 18 уйăхра, çитес çулхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне туса пĕтерме палăртнă.
А. ИЛЬИН