Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăхпа пĕрле çитĕнÿ пулатех

      Район халăхĕн пурнăçĕ маншăн яланах питĕ çывăх, 2005 çултан пуçласа пушшех те, мĕншĕн тесен унăн экономикине тĕреклетессишĕн район халăхĕпе пĕрле алла-аллăн ĕçлеме тытăнтăмăр. Унăн çитменлĕхĕ те, çитĕнĕвĕ те халăхпа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесе пынинчен килет. Акă районăн иртнĕ çулхи социаллă-экономикăллă аталанăвне кăштах тишкерер-ха.
        2006 çулта районта мĕн пур йышши хуçалăхсенче ял хуçалăх продукчĕсем туса илесси 2005 çулхипе танлаштарсан 103, 2 процент пулнă. Пухса илнĕ пĕтĕм тыр-пул тухăçĕ тасатса тирпейленĕ хыççăн 426 тоннăпа танлашнă, ку вăл 2005 çулхипе танлаштарсан 107, 2 процент. Çĕр улми пухса илесси 2, 3 процент, сĕт - 32, 6, выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк аш-какайĕ - 1, 8, çăмарта туса илесси 4, 5 процент таран ÿснĕ. Районĕпе пĕтĕмĕшле илсен пĕр ĕне пуçне 2975 килограмм сĕт сунă, 2005 çулхипе танлаштарсан, 736 килограмм ытларах. Мĕн пур йышши выльăх-чĕрлĕх йышĕ те 2005 çулхипе танлаштарсан ÿссех пырать. Тĕслĕхрен, кайăк-кĕшĕк йышĕ 2006 çулта 93 пин те 763 çитнĕ, 2005 çулхипе танлаштарсан 9, 7 процент нумайрах. Сыснасен йышĕ 8532 пуçа çитнĕ, 2005 çулхипе танлаштарсан икĕ хут ытларах. Мăйракаллă шултра выльăхсем 2005 çулхипе танлаштарсан 116, 8 процент.
       Ваккăн тавар çаврăнăшăн калăпăшĕ 2005 çулхипе танлаштарсан 117 процент пулнă. Ялсен социаллă аталанăвĕнче палăрмаллах улшăнусем пулса пыраççĕ. Çул-йĕр тăвасси, çуртсем хăпартасси вăй илсе пырать. Чăваш Республикин районсен, хуласен тата ял тăрăхĕсен социаллă пурнăçĕпе экономика хăвăртлăхне тивĕçтерес тата халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас енĕпе ЧР Президенчĕ Н. Федоров «Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указ кăларнă. Çак Указа пурнăçлассипе те эпир çине тăрсах ĕçлетпĕр. Иртнĕ çул чукун çул урлă Федераллă пĕлтерĕшлĕ кĕпер хыврăмăр. Район центрĕнчен аякри ялсем патне çитме асфальтлă çул сартăмăр. 20 хваттерлĕ çурт хута кайрĕ. Çăмăллăхлă ипотека кредитне 3 çемье илнĕ. Ялсенче ĕçлесе пурăнакансене каялла тавăрса памалла мар субсидине 7 çемье, «Çамрăк çемье» программăпа 13 çемье илме пултарчĕç. Республика пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕ те районта вăй илсе пырать. Харпăр хăй хуçалăхне аталантарма 2006 çулта 552 çемьене кредит илме пулăшнă. Кăçал çак вăхăт тĕлне 131 çемье патшалăх пулăшăвĕпе кредит илсе усă кураççĕ.
        Вĕрентÿ сферинче инноваци программисене ĕçе кĕртсе пыраççĕ. База шкулĕсем районта -3, ресурс центрĕсем 2 йĕркеленĕ. Шкул ачисемпе ытти çынсене 15 модельлĕ тĕслĕх библиотекăсем çĕнĕлле тивĕçтереççĕ.
          Сывлăх сыхлавне аталантарас тĕллевпе районта пĕтĕмĕшле практика врачĕн 4 офисне уçнă, район больницинче пурлăхпа техника базине пуянлатасси те вăй илсе пырать. Халăх сывлăхне вырăнта тĕрĕслесе сыватас тĕллевпе тĕрлĕрен оборудовани, васкавлă пулăшу автомашинисем туяннă.
             Кĕске вăхăтрах ырă улшăнусем пулни куç умĕнче, çапах та татса паман ыйтусем те сахалах мар. Обществăри йĕркелĕхе лайăхлатассипе те малалла ĕçлемелле. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсем туса ирттермелле. Çамрăк ăрăва пурăнма, вĕренме лайăх условисем туса памалла. Демографи лару-тăрăвĕ те хальхи вăхăт ыйтнине тивĕçтермест.
             Район экономикине аталантарас енĕпе район депутачĕсен Пухăвĕнче 2007-2010 çулсенче ĕçлеме Программа йышăнса хăварнă. Пысăк Енккассинче çĕнĕ шкул çурчĕ, район центрĕнче спорт комплексĕ тума палăртнă. Çавăн пекех Чупай, Тикаш, Кĕтеснер, Аслă Чак, Шăплат, Кавал, Çĕнĕ Вĕренер, Ямпай, Хĕрлĕçыр ялĕсем патне каякан çул-йĕре сарма, юсама палăртнă. Хальхи вăхăтра куçман пурлăхпа çĕр участокĕсене регистрацилесе учета илессине палăртнă вăхăтра вĕçлессипе çине тăрса ĕçлетпĕр.
         Ÿсĕм çулĕ - пĕрле тăрăшса вăй хунинче. Унчченхи çулсенче, калăпăр 2004 çулта, республикăри муниципаллă районсем хушшинче ирттернĕ экономикăллă ăмăрту итогĕсемпе килĕшÿллĕн пирĕн район - 17-мĕш, 2005 çулта 15-мĕш вырăнсенче пулнă, 2006 çулта вара 13-мĕш вырăна тухма пултартăмăр. Малашне те район аталанăвĕшĕн пĕрле тачă çыхăнса ĕçлесе ырă улшăнусем пуласса шанас килет.
             Район, ял интересĕсене мала хурса ĕçлесен мĕн палăртни пурнăçланатех. Чунпа вăй-хала парса тăрăшса, ытларах халăхпа пĕрле пуласчĕ.


28 марта 2007
00:00
Поделиться