Ыйтмалли татах та пур
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе В. Тимофеевпа тĕл пулма суйлавçăсем нумаййăн килнĕ. Кашнинех хумхантаракан ыйтусем чылай. Ватлăх енне сулăннисене пенси ыйтăвĕсем канăçсăрлантараççĕ. Акă, Кавалти В. Харитоновăн ĕç стажĕ 51 çул, çапах та ăна ĕç ветеранĕ пулайманни пăшăрхантарать. Кĕлкешри Н.Борцов пенсионера, ĕçпе вăрçă ветеранне кил-çуртра пулăшакан социаллă работник кирлĕ тата ытти те.
Энтрияльсене ялта модельлĕ библиотека уçма тĕрлĕрен сăкăлтăксем пурри чăрмантарать. Пинерсен ялти ача-пăча садĕнче юсав ĕçĕсем ирттермелле. Пысăк Енккассинчи икĕ çемье тăлăх ачасене хăйсен хÿттине илнĕ. Хальлĕхе вĕсене опекун йĕркипе укçа тÿлеççĕ, ачасене пăхакансем ку йĕркепе килĕшесшĕнех мар. Усрава илнин йĕркине çĕнĕрен пăхса тухма вĕсем пулăшу ыйтаççĕ.
Суйлавçăсем хăйсем суйланă депутатпа куçа-куçăн курса калаçма, хăйсен проблемисене татса пама ыйтни депутатсем чăннипех те халăхпа таччăн çыхăнса вăй хунине пĕлтерет те ĕнтĕ.
Депутатăн суйлавçăсене йышăннă чух тĕрлĕ енлĕ хуравсем пама тивет. В.Тимофеев депутат вара пурне те тимлĕн итлесе тивĕçлипе хуравсем пачĕ.
А. НИКОЛАЕВА