Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пахалăх - тĕп вырăнта

      Чăваш Республикин Президенчĕн продукци пахалăхĕшĕн паракан премисене илме тăратас енĕпе ĕçлекен канашĕ, çавăн пекех республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсем 2007 çулта продукци туса кăларакан тата пулăшакан тĕрлĕ формăллă харпăрлăх организацийĕсем хушшинче Президент премийĕсене илессишĕн конкурс ирттересси çинчен пĕлтереççĕ.
        Чăваш Республикин Президенчĕн продукци пахалăхĕшĕн тивĕçекен премийĕсене 1999 çултанпа кашни çулах конкурс ирттерсе параççĕ. Унта продукци хăрушсăрлăхне, çавăн пекех пахалăха лайăхлатас тĕлĕшпе пысăк эффективлă мелсене ĕçе кĕртнине шута илеççĕ.
         Конкурса хутшăнма кăмăл тăвакан организацисен кирлĕ документсене хăвăр дискета çинче электронлă вариантпа «Чувашский ЦСМ» ФПУ е çак адреспа пырса илмелле: 428038, Шупашкар хули, Энтузиастсен урамĕ, 42-мĕш çурт, 301-мĕш пÿлĕм, тел.: 31-50-61, факс 66-62-16.
            Конкурса хутшăнма заявкăсене 2007 çулхи мартăн 31-мĕшĕччен тăратмалла. Конкурса хутшăнма документсен комплекчĕсене 2007 çулхи майăн 31-мĕшĕччен памалла.
 
Н. КРАСНОВА


28 марта 2007
00:00
Поделиться
;