Вăхăт васкатать
Районти ял хуçалăх предприятийĕсем мартăн 15-мĕшĕ тĕлне планпа палăртнă 24030 центнер çурхи культурăсен вăрлăхне хурса хăварса районти вăрлăх пахалăхне тĕрĕслекен лабораторинче тĕрĕслеттернĕ. Çак тĕрĕслеттернĕ 24030 центнер вăрлăхран 82% е 19770 центнерĕ акма юрăхлă кондицие ларнă.
Хуçалăхсене илес пулсан «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче, «Арабоси» агрофирмăра, «Вăтам Энĕш» тата «Шигали» хуçалăхсенче мĕн пур вăрлăха кондицие лартма пултарчĕç. Çак хуçалăхсенче çурхи культурăсен вăрлăхĕсене алласа тасатас ĕçе тĕрĕс те вăхăтра йĕркелеме май тупрĕç.
Вăрлăха акас умĕн тĕрĕслеттересси çине районти хресчен фермер хуçалăхĕсем те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кĕлкешри «Надежда», Тупахри Н.Матвеевăн «Туслăх», Хĕрлĕçырти А.Сапаркинăн «Кĕтне», Тикашри В.Ивановăн фермер хуçалăхĕсем кашни çулах вăрлăхсене тĕрĕслеттермесĕр нихăçан та акмаççĕ, çĕнĕ сортлă вăрлăхсем туянсах тăраççĕ, çавна пулах тухăçлă тыр-пул туса илеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ, ученăйсем каланă тăрăх, тухăçăн 25% мĕнле вăрлăхпа акса хăварнинчен килет.
Пахалăхлă вăрлăх туса илсе ытти хуçалăхсене тивĕçтерессипе пирĕн районта «Шигали» хуçалăх тухăçлă ĕçлесе пырать. Паянхи куна Шăхальсем 100 тонна яхăн урпан «Эльф» сортне, 50 тонна «Тулайковская - 10» çурхи тулă тата нумай çул ÿсекен курăксем - люцерна тата козлятник вăрлăхĕсене пысăк пахалăхпа сутмалăх хатĕрленĕ, сертификатсене те илсе хунă.
Элита, суперэлита репродукциллĕ вăрлăх туяннăшăн коллективлă ял хуçалăх предприятийĕсене, фермер хуçалăхĕсене тÿленĕ укçан пĕр пайне каялла тавăрса параççĕ: пĕрчĕллĕ тĕш тырă вăрлăхĕшĕн пĕр килограмне - 3, 80 тенкĕ, пĕр килограмм çĕр улми вăрлăхĕшĕн - 4, 80 тенкĕ, нумай çул ÿсекен курăксене - 10 тенкĕрен пуçласа 30 тенкĕ таран. Çавăнпа та патшалăх паракан çăмăллăхсемпе туллин усă курма май пур. Вăхăт васкатать, апла пулсан çанна тавăрса ĕçлемелле.
Л. ЗАХАРОВА
![]() |