Çĕр ĕçчене юратать
Пурнăç улшăнса пыни çынсене самаях пăчăрта-пăчăрта лартрĕ. Чылайăшĕсем ялтан туха-туха кайрĕç, çĕр çинче ĕçлеме пăрахрĕç, ял хуçалăх ĕçĕнчен ютшăнчĕç. Сухаламан, акман çĕр çинче çум-курăк кашлама пуçларĕ, хăш-пĕр вырăнсенче выльăх-чĕрлĕх фермисем çĕрпе шайлашрĕç, ялсенче пушă çуртсем йышланса пычĕç.
Çакăн пек тĕслĕхсене пирĕн районта та сахал мар тĕл пулма пулать, тĕрлĕ йывăрлăхсене чăтса ирттерсе пурнăç çине малалла шанчăклăн пăхакансем те чылай. Пуçĕсене усса ларманнисем пуçтарăнчĕç те ĕнтĕ çур аки умĕн Арапуç ялне. Мĕншĕн çак хуçалăха килнĕ-ха вĕсем тейĕ вулакан. Арапуçсенчен вĕренмелли те, курмалли те сахалах мар, мĕншĕн тесен вĕсем çулсерен ял хуçалăх техникисене çĕнĕрен те çĕннине туянсах тăраççĕ. Семинар-канашлăва килнисене выльăх-чĕрлĕх валли нумай çул ÿсекен курăксенчен апат хатĕрлекен комбайнпа паллашма та интереслĕ пулчĕ. Ку комбайн çунтармалли сĕрмелли материалсене те чылай перекетлеме май парать иккен. Удобрени сапалакан агрегат, культиватор тата ытти те пур. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем, тымар çимĕç туса илессипе те аван ĕçлесе пыраççĕ. Хуçалăхри çĕр лаптăкĕсем çинче ял хуçалăх продукчĕсем туса илнисĕр пуçне кÿршĕсене те йывăрлăхра пăрахмаççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем Чупайпа Аслă Чак ялĕсен çĕрĕсем çинче те акса-лартма пуçланă. Çакă вăл ку ялсенчи çынсене ĕç вырăнĕсемпе те тивĕçтерет тата çĕрсем çум-курăк ăшне путасран та хăтарать. Тĕслĕхрен, паянхи куна Аслă Чак уйрăмĕнче 50 рабочи вăй хурать, ĕçе кĕрес текенсем татах та пур. Пысăк тухăç илесси паха вăрлăхран та нумай килнине ял хуçалăх ĕçченĕсем каламасăрах пĕлеççĕ ĕнтĕ. Кунта вăрлăхлăх тырăсене кондицие лартассишĕн çав тери тăрăшаççĕ. Хĕл каçа 300 тонна çурхи тулă, 400 тонна урпа алласа тасатнă. Нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕсене те кондицие çитернĕ. Вăрлăхлăх культурăсемпе ĕçлеме ятарласа пĕр бригада йĕркеленĕ, вăл 20 çынран тăрать. «Арабоси» агрофирма ĕçченĕсен малашлăхĕ питех те анлă, тĕллевĕсем пысăк. Çакна кунти тĕп агроном В. Максимов тухса каланинчен те ăнланчĕç. Кунта район пуçлăхĕ В. Кириллов, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Л.Петров тата тĕп специалисчĕсем, хресчен фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен агрономĕсемпе инженерĕсем тата руководителĕсем пуçтарăннă. Унсăр пуçне ÿсен-тăрансене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен Шупашкарти «Альфо Агро» тата ял хуçалăх техникисене туянма пулăшакан «Чувашагрокомплект», «Чувашагролизинг» специалисчĕсем те çитнĕ. Семинар-канашлăва район пуçлăхĕ В. Кириллов уçрĕ, районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе тата ял хуçалăх енĕпе еплерех ĕçлесе пынипе кĕскен паллаштарчĕ. Уйрăм кил хуçалăхĕсене паракан çăмăллăхлă кредитсем илессин лару-тăрăвĕ çинчен чарăнса тăчĕ.
А. НИКОЛАЕВА