Ашшĕ-амăшĕ валли
РФ «Вĕрентÿ çинчен» Саккунри 52-мĕш статйипе килĕшÿллĕн патшалăх вĕрентÿ учрежденине ача садне çÿрекен ача-пăчана тивĕçлĕ воспитани парас тата йĕркеллĕ çитĕнтерес тĕллевпе ашшĕ-амăшĕ тÿлекен тăкака саплаштарма компенсаци пама йышăннă. Компенсаци калăпăшĕ çемьери ача шутĕнчен килет: пĕр ачашăн - 20%, иккĕшĕн - 50%, виçĕ е ытларах ачашăн - 70%.
Çак ĕçе пурнăçлама райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайне хушнă, документсене йĕркелес тĕлĕшпе вара вĕрентÿ учрежденисен ертÿçисене шкул директорĕсене тата ача сачĕн заведующийĕсене шанса панă. Çавăнпа та компенсаци илме ашшĕ-амăшĕн шкула е ача садне кайса директор е заведующи ячĕпе заявлени çырмалла тата çак документсене тăратмалла:
- пурăнакан вырăнтан çемье йышĕ çинчен калакан справка;
- çуралнине ĕнентерекен хутăн копийĕ 18 çула çитичченхи пур ачанне те;
- ача сачĕшĕн тÿленин квитанцисен копийĕсем;
- вĕрентÿ учрежденипе ашшĕ-амăшĕ хушшинче тунă килĕшÿ договор копийĕ.
Çавăн пекех: усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕн - усрава илни çинчен калакан çуд йышăнăвĕн копийĕ, опекунсен тата попечительсен - опекăпа попечительство органĕн йышăнăвĕн выписки, усрава илнĕ çемьесен - вырăнти администраципе тунă килĕшÿ копийĕ, патронатлă çемьесен интернат администрацийĕпе тунă килĕшÿ копийĕ памалла. Тата çакна каламалла: ашшĕ-амăшĕн укçана куçма перекет кĕнеки уçмалла çук пулсан, счет номерне вара заявленинче çырмалла. Компенсацие ача садне çÿрекен пепкен амăшне е ашшĕне - ачана вырнаçтарнă чух килĕшĕве договора кам тунă çавна параççĕ, ача садне çÿременнисене памаççĕ.
Л. КАШМАКОВА