Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Малашлăха ĕненсе

         Кĕтеснер ял тăрăхне Эçпепе, Кивĕ Шулхан, Çĕнĕ Шулхан, Кĕтеснер ялĕсем кĕреççĕ. 813 кил хуçалăхĕнче 1965 çын пурăнать. Кашни çыннăн хăйĕн шăпи, ыйтăвĕ. Вĕсем лайăх условисенче пурăнччăр тесе сахал мар тăрăшатпăр. Ялта пурăнма çамрăксем юлччăр, уйрăм кил хуçалăхĕсем аталанччăр тесе патшалăх енчен те тĕрлĕ енлĕ пулăшсах тăраççĕ.
           Эпир те РФ тата ЧР Президенчĕсен Указĕсене тивĕçлипе пурнăçлас тесе çине тăратпăр. Вĕсемпе килĕшÿллĕн халăха тĕрлĕ енлĕ кредитсем парассипе те ĕçлетпĕр. Халăх хушшине тухса çÿресе приоритетлă наци проекчĕ çинчен ăнлантарса паратпăр. Кăçалхи январь-февраль уйăхĕсем тĕлне уйрăм кил хуçалăхĕсем çăмăллăхлă кредит илес тĕллевпе 2 миллион тенкĕлĕх заявлени çырса панă. Ку ĕç хĕрсех малалла пырать.
        Ял халăхне куллен кирли вăл - шыв. ЧР Президенчĕн Н. Федоровăн «Таса шыв» Программипе килĕшÿллĕн хальхи вăхăтра çĕр айĕнчен ĕçмелли шыв кăларма ирĕк паракан хут лицензи илессишĕн ĕçлетпĕр. Кунпа пĕрлех ытти ыйтусене те манса хăвармастпăр. Кĕтеснерте 2 тараса юсанă, пĕрне çĕнĕрен тума пуçланă, Эçпепе ялĕнче çăла, ял варринчи кĕпере тĕпрен юсанă. Ку ĕçре ялти Н. Туймедов депутат тăрăшулăхĕ питĕ палăрчĕ. Хĕллехи вăхăтсенче ялсенчи урамсенчи çулсене юртан тасатсах тăнă. Ку енĕпе ялти хресчен фермер хуçалăхĕсен тата предпринимательсен пуçлăхĕсемпе пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесе пыратпăр. Вĕсем пире кашни çул тенĕ пекех пулăшаççĕ.
        Çĕнĕ информаци çăл куçĕ ялта пурăнакансемшĕн модельлĕ библиотека пулса тăрать. Унта шкул ачисемпе студентсем ялти ытти çынсем хăйсене кирлĕ ыйтусемпе куллен çÿреççĕ. Ку ырлăхпа хальлĕхе Кĕтеснерсем кăна усă кураççĕ-ха. Çитес вăхăтсенчех Кивĕ Шулханта кун пек библиотека уçмалла. Малашлăх анлă, ку ялти Социализмла Ĕç Геройĕ, нумай çул Мичурин ячĕллĕ хуçалăха ертсе пынă С. Лукин çуралнăранпа 85 çул çитнине халалласа унăн ячĕпе парк уçасшăн. Ĕçлемелли темĕн те пур, ан ÿркен кăна. Ялти пенсионерсем ыйтнипе электроэнергишĕн çăмăллăхлă майпа укçа тÿлемелли хучĕсене те тутарса илсе килсе панă. Пĕччен пурăнакан ватăсем патне те тăтăшах кайса çÿретпĕр. Хăй тĕллĕн пурăнайманнисене Арапуçĕнчи ваттисен çуртне те вырнаçтарнă тĕслĕхсем пур. Ял тăрăхĕн депутачĕсем те хăйсен активлăхне кăтартаççĕ. Харпăр хăй округĕсенчи ăнăçсăр çемьесем тата çул çитмен ачасем патне тăтăшах çÿресе ăнлантару ĕçĕсем ирттереççĕ. Кирлĕ пулсан явап та тыттараççĕ.
          Хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен ĕçĕ ывăç тупанĕ çинчи пек пурне те курăнать, яваплăхĕ те пысăк. Çавăнпа та эпир ытларах халăхпа пĕрле ĕçлеме тăрăшапăр. «Пĕрлĕхре – вăй», - тесе ахальтен каламан ĕнтĕ.
 
В. ДАНИЛОВ


31 марта 2007
00:00
Поделиться