Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ
Райадминистрацинче иртнĕ район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвне депутатсем, район пуçлăхĕ В. Кириллов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г. Васильев, район прокурорĕ С. Павлов, райадминистрацин пайĕсемпе секторĕсен, Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.
Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕн проекчĕпе район пуçлăхĕн заместителĕ - финанс пайĕн начальникĕ О. Васильев паллаштарчĕ. Çак ыйтупах ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г. Васильев та тухса калаçрĕ. «Чăваш Ен стратегиллĕ тĕп тĕллевсене палăртас тата экономикăна аталантармалли комплекслă программăсене пурнăçа кĕртсе регионăн пурнăçне лайăхлатас енĕпе Раççейĕн ытти регионĕсемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Кунта пирĕн халăх ĕçченлĕхĕ çÿллĕ шайра. Наци проекчĕсем те, ытти регионсемпе танлаштарсан, чи малтан пурнăçланма тытăнчĕç», - терĕ Генрих Геннадьевич.
Ларура район депутачĕсен статусĕн тата информаципе профилактика ушкăнĕн Положенийĕсене çирĕплетессине, 2007 çулхи район бюджетне улшăнусем кĕртессине тата ытти ыйтусене пăхса тухса тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.
Ларăва район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн заместителĕ Л. Лукин уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ.
Юлашкинчен район пуçлăхĕ В. Кириллов пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ.
А. АНТОНОВА