Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çул-йĕр строительстви

       Цивилизаци вăл - газ тата лайăх çулсем. Районти кашни яла «çут çанталăк ырлăхĕ» çитрĕ пулсан, халĕ тĕп тĕллевсенчен пĕри - ялсене асфальт сарнă çулпа çыхăнтарасси. Пирĕн район та ку енĕпе пысăк калăпăшлă ĕçсем тума палăртнă. Пирĕн корреспондент З.ПАВЛОВА райадминистрацин строительство, транспорт, çыхăну, промышленность, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕпе А.ТИХОНОВПА тĕл пулса хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.
- Александр Иванович, кăçал çул-йĕр сарассипе мĕнле ĕçсем тума палăртнă?
- Чăваш Республикин районсен, хуласен тата поселенисен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн хăвăртлăхне тивĕçтерес тата халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас енĕпе ЧР Президенчĕ Н. Федоров «Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указ кăларнă. Унта Чăваш Республикин халăх пурăнакан пур вырăнсене те çыхăнтаракан автомобиль çулĕсен сетьне тăвассине 2008 çулта вĕçлесси республикăн чи малтан пурнăçламалли задачи тесе палăртнă. Çавна май, пирĕн тĕллев - аякри ялсене пахалăхлă çул-йĕрпе тивĕçтересси. Калама та кирлĕ мар ĕнтĕ, йĕпе-сапа çанталăкра, уйрăмах çурхи-кĕрхи тапхăрсенче, асфальт сарманнипе ялти çулсем тăрăх автотранспортпа çÿрейместĕн. Эппин - ял хуçалăхне е ытти ĕç-хĕле йĕркеллĕ аталантарма çук. Шкул ачисене кирлĕ пек илсе çÿреме йывăр. Васкавлă пулăшу машинисем вырăна çитеймеççĕ тата ытти те.
      Кăçал пирĕн районта пурĕ 3, 5 километр тăршшĕ çул-йĕр юсамалла. Çав шутран Аслă Чак ялĕ патне çити - 1, 5, Кĕтеснер ялĕнчен Тăвайне каякан çул çинче - 1, 2 километр, «Вăрмар - Тикаш» çулĕн Çĕнĕ Шулхан ялĕ патĕнче - 300 метр çул-йĕр юсамалла, Патти ялĕ патĕнче шкул автобусĕ валли ятарласа площадка тумалла. Çак ĕçсене пурнăçлама пурĕ 8 миллион та 56 пин те 680 тенкĕ уйăрнă. Унпа пĕрлех 1 километр тăршшĕ Пăртас ялне каякан çула реконструкцилемелле. Ку ĕçе пурнăçлама 8 миллион та 656 пин те 706 тенкĕ уйăрнă.
     Çул-йĕр строительстви валли район бюджетĕнчен пурĕ 28 миллион та 446 пин те 300 тенкĕ пăхса хăварнă.
«Чăвашавтодор» патшалăх унитарлă предприятийĕн районти юсавпа строительство управленийĕн ĕçченĕсем пысăк калăпăшлă ĕçсене пурнăçлама çулталăк пуçламăшĕнчех пуçăнчĕç.
ЧР Президенчĕн Н. Федоровăн Указĕпе килĕшÿллĕн Çĕнĕ Вĕренер патне -2, 5, Саруйĕнчен Канаш чиккине çитиччен - 1, 6, Çиçтĕпе ялне çити 1, 2 километр асфальтлă çул сарма планланă. Çак ĕçсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен 25 миллион та 632 пин те 911 тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех кредит шучĕпе Ямпай ялне çитиччен - 2, 5, Тикаш ялĕ хĕррипе Хĕрлĕçыр ялне çити - 2, Чăрăшçырма патне - 3, 4, Хуруйне - 1, 7, Çиçтĕпене 1, 2 километр çул-йĕр хывас пулать.
     Пĕтĕмĕшле каласан 2007 çулта районĕпе пурĕ 14, 86 километр тăршшĕ çулсем тумалла. Ăна пурнăçа кĕртме пурĕ 111 миллион та 343 пин те 111 тенкĕ пăхса хăварнă.
- Ялсене пыракан çулсене пысăк хăвăртлăхпа тăвассипе кăçал миçе подрядчик тăрăшĕ?
- Çакна палăртмалла: çул-йĕр хывас ĕçре «Чăвашавтодор» патшалăх унитарлă предприяти тендер выляса илнĕ. Вăл - генеральнăй подрядчик. Унсăр пуçне субподрядчиксем: «Маяк», «Дорстрой» тулли мар яваплă обществăсем, «Агротракт» акционерсен уçă обществи çÿлерех палăртса хăварнă ялсем патне пахалăхлă çулсем тумалла.
- Асăннă ялсемсĕр пуçне ытти пĕчĕк ялсем патне çулсем хăçан хывма палăртнă?
- Кĕçĕн Шăхаль, Атнаш ялĕсене илес пулсан вĕсем патне çитес çул асфальтлă çулпа тивĕçтерме планланă. Çавăн пекех çитес çулсенче Вăтакас ялĕнчен Кинчере çити те çул-йĕр тăвассине плана кĕртсе хăварнă.
 


07 апреля 2007
00:00
Поделиться