Эсĕ ĕмĕрех асра
Арапуç ялĕ чаплă, паллă, пултаруллă çынсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри - РСФСР тата Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш халăх артисчĕ Ефим Никитич Никитин. Ăна чăн-чăн артист пулмах çуралнă тейĕн. Пĕррехинче хăйĕн аса илĕвĕнче çапла каласа панăччĕ вăл мана: «Астăватăп, эпĕ çамрăк чухне пирĕн яла цирк килнĕччĕ.
Ай, мĕнле çăмăллăн сиккелеççĕ, кутăн-пуçăн çаврăнкалаççĕ. Манăн та вĕсем пек пулас килсе кайрĕ. Çавăн чухне сцена çине тухас ĕмĕт çуралчĕ манăн. Анчах тÿрех пулмасть çав ĕмĕте пурнăçа кĕртесси. Тĕрлĕ пăтăрмах-чăрмавсем урлă каçма тиврĕ. Атте-анне те, манăн артист пулас шухăша пĕлсен, ятласа-вăрçса пĕтерчĕ, Санюк савни те сивĕнчĕ. Ниме пăхмасăрах Миша ятлă юлташпа Ленинградри театр институтне заявлени ятăмăр. Мана вĕренме илчĕç. Унта тавралăхра пурне те курма, илтме, туйма, сцена çинче курăнма вĕрентрĕç».
Çавăнтан пуçланнă ĕнтĕ артистăн творчествăлла пултарулăхĕ. Çамрăксен тата колхоз театрĕсенче ĕçлесе нумай-нумай рольсем вылянă вăл. Аслă Отечественнăй вăрçă тухнă çул «Тăван çĕр-шывшăн» ятлă пĕрремĕш драма çырнă. Унпа республикăри ялсене çÿренĕ.
Фронтра пулнă. Ăна Аслă Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденпа тата медальсемпе наградăланă.
Киле таврăнсан ăна Чăваш академи драма театрне ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Çав вăхăтран пуçласа миçе спектакльте выляман-ши вăл, миçе тĕрлĕ çын сăнарне уçса паман-ши! Сăнарсене пурне те хăй ăс-тăнĕ, чун-чĕри, пултарулăхĕ урлă кăларнă-çке-ха артист, ырми-канми ĕçленĕ, тăрăшнă, вăй-халне шеллемен. Мĕнле чăтăмлăхĕ-тÿсĕмлĕхĕ çитнĕ-ши?
Чăваш академи драма театрĕн тĕп режиссерĕ, РСФСР тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ В.Яковлев ун çинчен аса илсе çапла калать: «Тĕлĕнеттĕм унăн пултарулăхĕнчен. Хăйне евĕрлĕ артистчĕ. Ăна никампа та танлаштарма çукчĕ. Вăл сăнарсене çав тери туйăмлă, ĕненмелле уçса кăтартатчĕ. Рольсене вылянă чухне те, репетицисенче те, сцена çинче мар чухне те ыттисене творчествăлла хавхалантарса пыратчĕ, чĕрере вут-хĕм чĕртсе яратчĕ, чăвашлăх, тăван халăх туртăмĕ пысăкчĕ унăн.
Вăл артист кăна пулман, драматург та пулнă, чылай драмăсем, пьесăсем, камитсем калăпланă.
Ăна чăваш халăхĕ юратать, чĕре патне хурса хаклать.
Çакăн пек талантлă, хавхалануллă, пултаруллă çын пирĕн театрта пулнишĕн эпир чăннипех савăнатпăр, мухтанатпăр, унăн сумлă та чыслă ячĕ ламран лама куçса пытăр. Искусствăна, пурнăçа питĕ юрататчĕ вăл. Ефим Никитич искусствăн тĕрлĕ енĕсене пĕрлештерсе тăракан талант-режиссер та, драма тата эстрада артисчĕ те».
Кĕлпук Мучи тесен те лайăх пĕлеççĕ ăна республикăра. Пĕр-пĕр фермăра вите ишĕлет-и, бригадир ÿсĕр çÿрет-и, çĕр улми уйра выртать-и, йĕтемре тырă çĕрет-и, хуçалăх ертÿçи хăйшĕн çеç тăрăшать-и, пĕр-пĕр çĕрте патшалăх пурлăхне çаратаççĕ-и тата ытти çакăн пек киревсĕрлĕхсемпе йĕркесĕрлĕхсем çинчен критиклесе мĕн чухлĕ çулăмлă, йĕплĕ сăмахсемпе çунтарман-ши вăл Чăвашрадио передачисем урлă.
Е.Никитинăн пархатарлă ĕçне хакласа «Хисеп палли» орденпа наградăланă, унăн ятне Чăваш Республикин Хисеп кĕнеки çине кĕртнĕ.
Нумаях пулмасть вара вăл çуралнăранпа 95 çул çитрĕ. Çавна май Арапуçĕнче, вăл çуралнă ялти культура çуртĕнче Асăну кунĕ ирттерчĕç. Халăх йышлă пухăнчĕ. Унта Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов, Ефим Никитичăн çывăх тăванĕсем, хĕрĕ Ирина, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Скворцова, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Н.Яковлева, Чăваш академи драма театрĕн çамрăк артисчĕсем: Н.Сергеева, Г.Федоров, М.Яковлева, А.Демидов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Н.Гордеев, профессиллĕ писательсен союзĕн правлени председателĕ, Чăваш халăх поэчĕ В.Туркай, унăн мăшăрĕ, Арапуç хĕрĕ, Чăвашрадио тĕп редакторĕ О.Тургай, Чăваштелерадио корреспонденчĕ О.Прокопьев тата ыттисем те килнĕ.
Шупашкарсем малтанах ялти музейре пулчĕç, унта Е.Никитин пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, творчестви çинчен каласа паракан кĕтеспе паллашрĕç, чиркĕве кĕрсе курчĕç.
Асăну кунне сăмах каласа Арапуç ял пуçлăхĕ Ю.Иванов уçрĕ. Унтан район пуçлăхĕ В.Кириллов сăмах илчĕ. Вĕсем Е.Никитин чăннипех те ял чапĕ, ял мухтавĕ пулнине палăртрĕç.
В.Туркай пултаруллă артист ăсталăхне палăртса ăшă сăмахсем каларĕ, ун çинчен çырнă сăввисене хĕрÿллĕн те çĕкленÿллĕн вуларĕ, ялти библиотекăна Е.Никитинăн «Ватă чĕре - çамрăк чун», М.Çеçпĕлĕн «Паянтан», П.Афанасьевăн «Писатели Чувашии» кĕнекисене парнелерĕ.
Е.Никитинăн хĕрĕ Ирина ашшĕ çинчен аса илсе чуна тивмелле сăмахсем каларĕ, ялти шкула кĕнеке парнелерĕ.
Раççей Федерацийĕн тата Чăваш халăх артистки Н.Яковлева çапла каларĕ: «Эсир хăвăр ялта çуралса ÿснĕ тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, пултаруллă, талантлă çынпа тивĕçлипе мухтанма пултаратăр. Вăл пурнăçра пархатарлă йĕр хăварнине нимĕнпе виçме çук. Унпа чухне пĕрре те кичем марччĕ, хăйĕн темĕнле хуйхă пулсан та палăртмастчĕ вăл, шÿтлеме юрататчĕ, култаратчĕ.
Сцена çинче вăл пĕччен пĕр вĕçрен сехет ытла концерт кăтартма пултаратчĕ».
Чăваш халăх артисчĕ Н.Гордеев та унпа пулса иртнĕ интереслĕ самантсене аса илчĕ.
Сăмах илекенсем пурте сцена ăстин ырă тĕслĕхĕ яланлăхах асра юлни, вăл пурнăçра чаплă йĕр хăварни çинчен каларĕç.
Асăну кунĕнче районти «Парне» фольклор ушкăнĕ, Арапуçĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи драма кружок членĕсем, Чăваш академи драма театрĕн артисчĕсем тата ыттисем те хăйсен сцена çинчи пултарулăхне кăтартрĕç.
А. БЕЛОВА