Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Йĕркелĕх, хăрушсăрлăх

     Унта Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕ В.Антонов, район пуçлăхĕ В.Кириллов, унăн заместителĕ - вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, район прокурорĕ С.Павлов, район сучĕн председателĕн заместителĕ Г.Меньшиков, Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.
    Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов 2007 çулхи I кварталти итогсемпе паллаштарнă хыççăн ЧР Шалти ĕçсен министрĕ В.Антонов тĕрлĕрен ыйтусем пачĕ. Ытларах ăна районта йĕркелĕх, хăрушсăрлăх мĕнлерех лару-тăрури кăсăклантарчĕ. Милицин обществăлла хăрушсăрлăх пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Ю.Муткинăн, милицин участокри аслă уполномоченнăйĕн А.Фирсовăн, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторăн В.Ананьеван тата ыттисен отчечĕсене итлерĕç. Милицин ытти подразделенийĕсен тата Вăрмар хула, ял тăрăхĕсен ĕçĕ-хĕлĕсемпе те интересленчĕ министр.
       «Обществăра право культурине йĕркелес, халăх интересĕсене, çын тивĕçлĕхне хÿтĕлес тата граждансене саккуна пăхăнма хăнăхтарас ĕç çине пирĕн çирĕп пăхмалла. Килте эрех туса сутассине хирĕç общественноçпа пĕрле çине тăмалла. Çул çитмен ачасене ăс-тăн тĕлĕшĕнчен кунсерен воспитани памалла, социаллă хÿтлĕх кирлĕ çынсене май килнĕ таран пулăшмалла. Вĕсем преступлени çулĕ çине тăрассинчен асăрхаттарса профилактикăлла мероприятисем ирттермелли ĕç çине ытларах тимлĕх уйăрмалла, вара тин район территорийĕнче, республикăра йĕркелĕх пулĕ», - терĕ Вадим Валентинович республикăри лару-тăрупа кĕскен паллаштарнă май. Милицин сотрудникĕсене яваплăха туйса, саккуна пăхăнса ĕçлемеллине аса илтерчĕ, хăш-пĕр çитменлĕхсем пирки чарăнса тăчĕ.
 
А. НИКОЛАЕВА


07 апреля 2007
00:00
Поделиться