Мăнкун - чи Аслă уяв
Мăнкун - Христос тĕнĕн чи Аслă уявĕ. Вăл Иисус Христос ячĕпе çыхăннă. Икĕ пин çул каярах Вифлеем хулинче çуралнă Иисус çĕр çинче 33 çул кăна пурăннă. Евангели вĕрентĕвĕ тăрăх вăл халăх ырлăхĕшĕн асапланса вилнĕ, ăна çĕр çинчи çынсен çылăхĕсемшĕн хĕрес çумне пăталанă. Вăл хăйĕн вилĕмĕпе вилĕме çĕнтерсе вилнисене чĕрĕлĕх панă.
Христос малтан асапланнă, унтан чĕрĕлсе тăрса мухтавлăхпа чаплăлăха илнĕ. Çавăнтанпа «Христос чĕрĕлсе тăнин» уявне ирттереççĕ. Турă ячĕпе çыхăннă ытти 12 уявран уйрăмах Аслă праçникне - Мăнкуна православи тĕнне ĕненекенсем уявлаççĕ. Мăнкун уявĕпе çыхăннă кĕлĕ Чулкасри Таса Троица чиркĕвĕнче пулчĕ, Михаил Архистратиг чиркĕвĕнче шăматкун каçхине 23 сехет çурăра пуçланать те вырсарникун ирччен пулĕ. Юратнă тăвансем, таса Чиркÿ Мăнкун кунĕ пире пурне те савăнса праçник тума хушать, пурне те савăнса тăма чĕнет! Христоса ĕненекен ĕлĕкхи çынсем çакăн пек савăнмалли кунсенче хăйсемпе пĕрле ытти çынсене те савăнтарма, хуйхисенчен пусарма тăрăшнă, хĕн-хур куракансене вăй çитнĕ таран пулăшу кăтартнă, мĕскĕн, чухăн çынсене кам мĕнпе пулăшма пултарнă, çавăнпа пулăшнă. Пирĕн те, тăвансем, çав Христоса ĕненекен ĕлĕкхи çынсем пек пулма тăрăшасчĕ. Вĕсем пек паянхи аслă праçнике хамăра ырă ĕçсем туса илемлетер, ĕçсе-çисе мар, праçник тесе савăнар, ырă ĕçсем туса хĕпĕртер. Христос каланине яланах асра тытса тăрар.
Православи тĕнне ĕненекенсене пурне те Аслă Мăнкун ячĕпе чун-чĕререн таса туйăмпа саламлатăп. Савăнăç, сывлăх, чунри лăпкăлăх, тăнăçлăхпа юрату, ăнăçу сунатăп.
Протоиерей ВЛАДИМИР