Суйлава хатĕрленсе
ЧР Тĕп суйлав комиссийĕ кадрсен резервне хатĕрлес енĕпе вĕрентÿ йĕркеленĕ. Иртнĕ кĕçнерникун пĕрремĕш занятийĕ иртнĕ. ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕн заместителĕ С.Песин, тĕп специалисчĕ Н.Малинина тата О.Кулагина консультант участоксенчи суйлав комиссийĕн председателĕсемпе ирттернĕ занятире суйлавпа çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сÿтсе явнă, пĕлĕве çирĕплетме «Эпир суйлатпăр» видеофильм тата видеороликсем кăтартнă.
А. ИЛЬИН