Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Улталаса пурнăçран уйрăлтарать

       Наркомани чирĕ паян Раççейре кăна мар, пирĕн Чăваш Енре те анлăн сарăлнă. Çак хăрушă чир çинчен пĕлмен çын çук та пулĕ, мĕншĕн тесен наркомани çынна «улталаса» пурнăçран уйрăлтарать е яланлăхах этемĕн сывлăхне хытă суранлатса хавшатать. Çын пурнăçне аркатакан, сывлăха хавшатакан наркăмăша кам шухăшласа кăларнă-ши?
       Тахçан авал пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем, аннесем кукăль-пĕремĕк пĕçернĕ чухне мăкăнь пĕрчипе анлăн усă курса вĕсен тутлăхне лайăхлатнă. Халĕ вара пахча-садсенче хитре илемлĕ мăкăнь чечекĕсене ÿстерекенсене кăнтăрла çурта çулăмĕпе шырасан та тупас çук пулĕ, мĕншĕн тесен çак илемлĕ те, çав вăхăтрах сиенлĕ чечексене лартма сĕнмеççĕ, саккуна пăсакансене, наркăмăш хатĕрлесе тутанса пăхакансене суд тенкелĕ çине ларма тивесси пирки асăрхаттараççĕ. Наркăмăшпа явăшса иртĕхекен çынсен йышĕ çулсерен ÿссе пынăран çакă патшалăхшăн çивĕчрен те çивĕч ыйту пулса тăрать.
      Ятарлă тата яваплă наркотик çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан органсем наркотиксем сарассине хирĕç çивĕч кĕрешеççĕ, саккуна пăсса наркăмăша ÿстерсе тирпейлекенсене, саракансене, ăна упракансене тата усă куракансене саккун умĕнче явап тыттараççĕ, суд тенкелĕ çине лартаççĕ.
 
А. ПАВЛОВ


07 апреля 2007
00:00
Поделиться