Президент стипендиачĕсене – свидетельствăсем
«Чăваш Ен ачисем» республика программи тата «Раççей ачисем» федераллă программин шайĕсенче те палăртнă ачалăха сыхламалли нумай ырă ĕç пирĕн районта пурнăçа кĕрсе пырать.
Пултаруллă та талантлă çамрăксене ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн ятарлă стипендине парса хавхалантарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă вĕсене ăс-хакăл, культура тĕлĕшĕнчен пуянрах пулма пулăшать. Пирĕн районта та кашни çул Президент стипендиачĕсене чысласси ырă йăлана кĕчĕ. Кăçал та район администрацийĕнче 2007 çулта Президент стипендиачĕ пулма тивĕçнĕ 9 çынна район пуçлăхĕ В.Кириллов чаплă лару-тăрура свидетельствăсем парса чысларĕ. Ку свидетельствăсене пултаруллă, творчествăра ÿсĕмсем тунă çамрăксемпе студентсем тивĕçрĕç. Çавăн пекех «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕ стипендиатсене Тав çырăвĕсем парса чысларĕ. Талантлă çамрăксене район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, район администрацийĕн представителĕсем саламларĕç, пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçусем сунчĕç.
З. ПАВЛОВА
![]() |