Ан ĕçĕр, çамрăксем
Уяв кунĕсенче эрехпе хăналанма эпир хăнăхнă ĕнтĕ. Анчах эрех питĕ ултавли çинчен нихçан та манма кирлĕ мар. Уйрăмах вăл çамрăксемшĕн хăрушă. Çирĕпленсе çитмен организм сăра-эрехе час парăнать тата хăвăрт хăнăхать. Каярахпа ун пек çын эрех ĕçмесĕр чăтаймасть.
Мĕн вăл эрех ĕçсе иртĕхни тата алкоголизм? Вĕсем хушшинче мĕнле уйрăмлăх пур? Эрех ĕçекен кашни çыннах алкоголик теме юрать-и? Паллах, çук. Алкоголик тесе тăтăшах эрех ĕçекен çынсене калаççĕ. Çапах та кам мĕн чухлĕ эрех ĕçме пултарнине çирĕплетсе калама хĕн. Унăн виçи çын миçе çула çитнинчен, арлăхĕнчен, организмри япаласен улшăнăвĕнчен тата ытти уйрăмлăхсенчен килет.
«Çын мĕнле майпа алкоголик пулса тăрать?» - тесе ыйтма пултаратăр эсир. Ученăйсем сăнанă тăрăх, эрех çын организмĕнче виçĕ эрне хушши тытăнса тăма пултарать. Кун пек чухне, уйрăмах çамрăксен, эрех ĕçес килекен туйăм аталанма пуçлать, вĕсем эрех ĕçекенсемпе туслашса каяççĕ. Час-часах ĕçсен çамрăк организм эрехе хăвăрт хăнăхать. Акă мĕнле майпа çын ĕçке ерет, алкоголик пулса тăрать.
Тепĕр чухне алкоголик пĕр вăхăта ĕçме пăрахма та пултарать. Вăхăтлăха ĕçме пăрахни вăл çемье, юлташсем е ĕç коллективĕ хистенипе çеç пулать. Анчах та пачах ĕçме пăрахма вăй çитерме алкоголика питĕ йывăр.
Эрех е ун йышши ытти япаласем ĕçекен çын çеç алкоголика тухать тесе шутлани те тĕрĕсех мар. Виноградран е ытти çырласенчен хатĕрленĕ эрех тата кăрчама ĕçме кăмăллакан çынсем те эрех ĕçме хăнăхаççĕ. Çапах та эрех тата коньяк, ром ĕçни хăрушăрах. Килте хатĕрленĕ сăмакун, кăрчама, чача тата вĕсем йышши эрех уйрăмах сиенлĕ. Вĕсенче наркăмăшлă япаласем нумай. Политура, этиленгликоль тата ытти сиенлĕ шĕвексем ĕçни организмшăн питех те хăрушă.
Час-часах эрех ĕçнĕ пирки алкоголиксен чĕре, пĕвер, вар-хырăм, ÿпке чирĕсем аталанма пултараççĕ, ар пултарулăхĕ чакать, нервпа психика арканать.
Çакăн пек çынсен организмĕ ерекен чирсене хирĕç кĕрешейми пулать. Час-часах эрех ĕçни йывăр чир - алкоголизм патне илсе пырать. Алкоголиксен сывлăхĕ хавшать çеç мар, вĕсен ăс-тăнĕ те арканать. Çын хăй йывăр чирленине, эрех ĕçме хăй тĕллĕн чарăнма пултарайманнине ăнланса илеймест. Кун пек чухне ăна çине тăрсах сиплени кирлĕ.
Çын эрех ĕçме хăнăхни питех те хăрушă. Эрех ĕçнĕ чухне вăл хăй мĕн тунине те асăрхайми пулать, хăйне тыткалама пĕлмест. Ÿсĕрĕлсен ятлаçма, çапăçма пăхать, кайран вара тарăн ыйха путать. Алкоголик ушкăнпа кăна мар, хăй пĕччен те ĕçме пултарать.
Ĕçекен çынна ĕç интереслентермест, вăл обществăлла ĕçрен те ютшăнать, виçине пĕлмесĕр суять. Алкоголикшăн чи кирли, чи хакли вăл - мухмăр чĕртесси.
Ĕçнĕ хыççăн тепĕр кунне алкоголик хăйне питех те йывăр туять - унăн ăшĕ çунать, пуçĕ ыратать, вăл хăйĕн пĕтĕм ÿт-пĕвĕпе чĕтрет, çăварĕ типсе ларать. Ăс-тăнĕ арканни те палăрать. Çуккине пур пек куракан /галлюцинаци/ алкоголиксемпе пĕрле пулма питĕ хăрушă. Алкоголик хăйĕн ачине те çапса вĕлерме е хăй чÿречерен сикме пултарать.
Çамрăксем! Халĕ хăвăр шухăшласа пăхăр-ха: ĕçмелле е ĕçмелле мар!
В. СЕМЕНОВ