Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çăмăл атлетсен сезонĕ уçăлчĕ

     Нумаях пулмасть Пинер ял тăрăхĕнче çăмăл атлетсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Спорт уявне Вăрмар районĕ 80 çул тултарнине, Пинер ял администраци пуçлăхне А.Васильева, Ю.Семенов интернационалист-воина халалланă. Чупăвăн тĕп тĕллевĕ - шкул ачисемпе çамрăксене физкультурăпа тата спортпа туслаштарасси. Ăмăртăва 47 команда хутшăнма кăмăл турĕ. Старта 324 спортсмен тухрĕ. Çанталăкĕ те вĕсене чупма хĕтĕртсе лăпкă, яр куна хĕвеллĕ тăчĕ.
     Кăнтăрла иртни пĕр сехет. Ăмăртăва хутшăнакансем Вăтакас - Пинер çул хĕррипе йĕркеленсе тăнă. Спортсменсене Вăрмар район пуçлăхĕн çумĕ Ю.Соколов, Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов, Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Г.Боредский, Вăрмарти спорт шкулĕн пуçлăхĕ С.Архипов, Ю.Архипов тренер, О.Ширшов воин-афганец саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Шкул ачисемпе аслисене спорта явăçтаракан çакнашкал ăмăрту ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç. Ăмăрту ялавне çĕклеме командăсен капитанĕсене ирĕк пачĕç, Чăваш Республикин гимнĕ янăрарĕ. Унтан А.Петров тĕп судья ăмăрту йĕркипе паллаштарчĕ.
       Яланхи пекех чи малтан 4-5-мĕш классенче вĕренекенсем 400 метрлă эстафетăра чупрĕç. Кашни командăра 3-шер хĕр ачапа арçын ача. Дистанцие Тикаш шкул команди пĕрремĕш вĕçлерĕ. Пинерсемпе Чупайсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Энĕшпуçсем 6-7-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче мала тухрĕç. Пинерсемпе Кавалсем - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
        Трасса çинче - 8-9-мĕш классенче вĕренекенсем. Чупай шкулĕн спортсменĕсем уйрăмах çивĕч пулнине палăртмалла, ыттисене чылай кая хăварса финиша пĕрремĕш çитрĕç. Вĕсем хыççăн Вăрмарсем, Энĕшпуçсемпе Мăнçырмасем пĕр вăхăт кăтартса - виççĕмĕш вырăнта.
        Акă старта çитĕнсе çитнĕ арçынсемпе хĕрарăмсем тухаççĕ.
          30 çула çитичченхи арçынсенчен çĕнтерÿçĕ ятне А.Александров /Кĕлкеш/ тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна - Е.Михайлов /Мăнçырма/, виççĕмĕшне А.Иванов /Вăрмар поселокĕ/ йышăнчĕç.
           45 çула çитичченхи арçынсенчен çĕнтерÿçĕ ятне А.Павлов /Кĕлкеш/ илчĕ, А.Иванов /Вăрмар поселокĕ/ - иккĕмĕш.
            45-50 çулсенчи арçынсенчен чи пултарулли - Г.Боредский, иккĕмĕш - В.Данилов пулчĕç.
            60-70 çулхисем хушшинче яланхи пекех малти вырăна Н.Михайлов /Вăрмар поселокĕ/, иккĕмĕшне К.Иванов /Кивĕ Вăрмар/ тухма пултарчĕç.
           30 çула çитичченхи хĕрарăмсем хушшинче С.Иванова /Пинер/ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, Н.Кашаевăпа /Çĕнĕ Кинчер/ О.Арефьева /Пинер/ иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем.
     40-45 çулхи хĕрарăмсенчен Н.Александрова /Кĕлкеш/ - пĕрремĕш, Л.Арефьевăпа С.Иванова /Пинер/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
45-50 çулхисенчен Н.Захарова /Вăтакас/ чи пултарулли пулчĕ, Г.Черновăпа /Пинер/ М.Данилова /Кĕлкеш/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
        Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе парнесем парса хавхалантарчĕç. Чăннипех те иртнĕ ăмăртăва спортсменсем йышлăн хутшăнчĕç. Командăсен пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсем те савăнтараççĕ. Апла пулсан ачасен чунĕнче тупăшу вăйĕ пур-ха, вĕсенче спорт туртăмĕ сĕвĕрĕлсе пĕтменнине шанас килет.
        Çавăн пекех ăмăртăва хутшăннисене тата курма пынисене Пинер тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан Олимп чемпионĕ В.Соколов ярса панă саламлă çырăвне вуласа пачĕç. Тен, çакнашкал ăмăртăва хутшăннисенчен те, ахăртнех, пĕр-пĕр паллă спортсмен тухасса кĕтнине пĕлтернĕ пирĕн ентеш. Мĕнех, çапла пултăр.
 
П. АЛЕКСЕЕВ


21 апреля 2007
00:00
Поделиться