Стратегилле тĕп тĕллевсене аталантарассишĕн
Пирĕн республикăра тĕрлĕрен çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе пыма хăрамаççĕ: пĕлу пахалăхне малалла ÿстерме пур условисем те пур, «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕ пурнăçа кĕрсе пырать, информаци технологийĕсен тата çыхăну аталанăвĕн шайĕ ÿсет, çурт-йĕр хăпартассипе çул-йĕр хывасси, халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси çине, медицина пулăшăвĕ вăхăтра парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ялсенче пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерессипе тата физкультурăпа, спортпа туслашмалли условисем йĕркелессипе нумай ĕçлеççĕ.
Çакă вара Чăваш Енĕн стратегилле аталанăвăн никĕсĕ пулнине информаци кунĕнче тĕплĕн ăнлантарса пачĕç республика тата район представителĕсем – ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Г.Васильев, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ М.Краснов, Чăваш Республикинчи федераллă регистраци службин управленийĕн руководителĕн заместителĕ Е.Шевлягина, «Чăваш Республикин çĕр кадастрĕн палати» федераллă патшалăх учрежденийĕн директорĕ Т.Матвеева, Чăваш Республикинчи суд департаменчĕн управленийĕн начальникĕн заместителĕ Ю.Павлов, район пуçлăхĕ В.Кириллов, унăн заместителĕсем – О.Васильевпа Ю.Соколов, пайсен начальникĕсем – Н.Павловпа Н.Яковлев халăхпа тĕл пулнă вăхăтра. Вĕсем хальхинче Шăхаль, Пинер, Энĕшпуç, Кавал ял тăрăхĕсенче пулчĕç.
ЭНĔШПУÇ. ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ М.Краснов, район пуçлăхĕ В.Кириллов, унăн заместителĕ О.Васильев ял тăрăхĕн администрацийĕнче, модельлĕ библиотекăра, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пулчĕç, унта вăй хуракансемпе тĕл пулчĕç. Шкулти музейсенчи экспонатсемпе паллашрĕç. Çар Мухтавĕн музейĕн руководителĕ И. Криков хăйĕн тин кăна пичетленсе тухнă кĕнекине Михаил Николаевич Краснова парнелерĕ. Информаци кунĕ пулнине пĕлсе, ялти хăш-пĕр ватăрах, ытлашши тухса çÿрейменнисем, яваплă çынсене телефонпа шăнкăравласа та ыйтусем пачĕç. Вĕсене пурне те ялти пурнăç интереслентерет. Чылайăшне ялти клуб кивĕ пулни пăшăрхантарать, теприсем Энĕшпуç станцине çити автобус çÿретесшĕн, ялти чиркĕвĕн тума пуçланă çуртне вĕçне çитересшĕн, çемье врачĕн офисне те уçасшăн тата ытти те.
ВĂТАКАС. Район пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, «Чăваш Республикинчи çĕр кадастрĕн палати» Федераллă патшалăх учрежденийĕн директорĕ Т.Матвеева, Чăваш Республикинчи куçман пурлăхăн управленийĕн 7 номерлĕ районсем хушшинчи уйрăмĕн тĕп специалист-эксперчĕ Н.Иванов тата Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов ял çыннисемпе тĕл пулчĕç. Татьяна Геннадьевна çĕр кадастрĕн палатин ĕçĕ-хĕлĕ, куçман пурлăх объекчĕсемпе çĕр участокĕсене учета илесси тата ун тĕллевĕ çинчен каласа пачĕ, çак ĕçе саккун хушнă пек тивĕçлĕ тата вăхăтра туса пымалли çинчен ăнлантарчĕ. Юрий Васильевич «Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕ çинчен» саккун вăя кĕнине каларĕ. Вăл ытларах демографи, вĕрентÿ, тирпей-илем, сывлăх, ĕç, ял хуçалăх проблемисем çинче чарăнса тăчĕ. Патшалăх паракан пулăшупа усă курса çыннăн хăйĕн пурнăçне лайăхлатса пымаллине палăртрĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов тума палăртнă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Вăтакассем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав пама ыйтрĕç /ытларах çĕр, вĕрентÿ енĕпе интересленчĕç, ял хуçалăх кооперативĕ пĕтнипе пăшăрханчĕç/.
А. НИКОЛАЕВА