Тăван районăмăра - 80 çул
Вăрмар районне туса хунăранпа кăçалхи сентябрь уйăхĕнче 80 çул çитет. Çавна май районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» /«Единая Россия»/ партин районти уйрăмĕ, Раççей журналисчĕсен пуçламăш организацийĕ тата редакци çумĕнчи литература пĕрлешĕвĕ В.С.Алендей ячĕллĕ премие илес енĕпе конкурс ирттерме йышăннă. Конкурс ирттермелли положение çирĕплетнĕ.
КОНКУРС ПОЛОЖЕНИЙĔ
Конкурс тĕллевĕ - тăван районăмăрăн историне, кун-çулне тĕпчесси, районта пулса иртнĕ пулăмсене анлăн çутатасси. Журналистсен, хаçата çырса тăракан обществăлла корреспондентсен, çамрăк çыравçăсен, шкул ачисен творчествăлла пултарулăхне ÿстерсе пырасси.
Хуть те мĕнле сферăра та çын факторĕ тĕп вырăн йышăнать. Унăн пултарулăхне пур енлĕн уçса парасси - пирĕн тивĕç.
Районтан тухнă пултаруллă çынсемпе паллаштарасси, çĕр-шыв, республика, район аталанăвĕшĕн кĕрешсе пысăк хисепе тивĕçнĕ ентешсем çинчен çырса кăтартасси те юбилей çулĕнче уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Премие чи лайăх поэмăсемшĕн, очерксемпе калавсемшĕн, тĕрленчĕксемпе сăвăсемшĕн параççĕ.
Пĕрремĕш преми - 500 тенкĕ;
иккĕмĕш - 300 тенкĕ;
виççĕмĕш - 200 тенкĕ.
Конкурс итогĕсене кашни çулах /кĕркунне/ В.С.Алендей çуралнă кун тĕлне пĕтĕмлетеççĕ. Итогсене пĕтĕмлетнĕ чухне конкурса тăратнă произведенисен пĕлтерĕшне, жанрне тата калăпăшне шута илеççĕ.
Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ.