Çамрăк гвардеецсем тирпей-илем кĕртрĕç
Пĕтĕм тĕнчери палăксен тата истори пĕлтерĕшлĕ паллă вырăнсен кунне халалласа «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн «Çамрăк гварди» членĕсемпе вĕсен шанчăклă çыннисем поселокри Çĕнтерÿçĕ-салтак, В.И.Ленин палăкĕсен умĕсене тирпей-илем кĕртрĕç. Ырă пуçару тăваканĕ тата йĕркелÿçи - «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин районти политканашĕн ĕç тăвакан комитечĕ.
Поселокра пурăнакансем «Çамрăк гвардеецсен» туслă ĕçĕпе çав тери кăмăллă. «Малашлăх - çамрăксенче. Вĕсен ырă пуçарăвĕ пире, аслă ăрури çынсене, савăнтарать кăна. Малашне те вĕсем поселок, район аталанăвĕшĕн тăрăшасса шанас килет. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти тĕрĕс политика тытса пырать. Аслă ăрури çынсен паттăрлăхне хисеплесе малалла тăснине ырламалла кăна», - терĕ А.Иванова тивĕçлĕ канăва тухнă ветеран вĕсем ĕçленине курсан.
З. ПАВЛОВА