Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чи маттурри

      Вăрмар енĕ хăйĕн çыннисемпе мухтанма тивĕçлĕ, мĕншĕн тесен вĕсем çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ, республика шайĕнче иртекен конкурссенче хăйсен ĕçĕпе пултарулăхне кăтартса малти вырăнсене тухаççĕ. Акă нумаях пулмасть Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул учителĕ Елена Анатольевна Бойкова та «Чи лайăх класс ертÿçи» республика конкурсĕнчен çĕнтерÿпе таврăнчĕ. Пĕлтĕр çак ята Пысăк Енккасси шкулĕн вĕрентекенĕ Р.Т.Гурьева тивĕçнĕччĕ.
      Елена Анатольевна шкулта 20 çул ытла ĕçлет, историпе обществознани предмечĕсене вĕрентет, 10 «а» класс ачисен коллективне ертсе пырать.
      Чăваш ен шкулĕсенчен пуçтарăннă 36 финалист хушшинче Е.А.Бойкова чи маттурри пулса тăнă, Финляндипе Швецие кайма путевка çĕнсе илнĕ.
Апла Чăваш Республикинчи чи лайăх класс ертÿçи, воспитателĕ пирĕн районта ĕçлет, çакă пире савăнтарать.
 
А. МИХАЙЛОВ


25 апреля 2007
00:00
Поделиться