Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Граждансен хăрушсăрлăхĕшĕн

     Районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсем граждансене вăрă-хурахран, обществăлла вырăнсенче йĕркесĕрлĕхе сыхлассипе, террорла ĕçсене сирессипе, каварлашса преступлени тунипе, коррупципе кĕрешессипе пĕрлех çемьере йĕрке тăвассишĕн те тăрăшаççĕ.
      Преступлени тăвассине хирĕç темĕн чухлĕ кĕрешсен те вĕсем пулсах тăраççĕ. Çакă вăл ытларах граждансем хăйсене хăйсем контроллеме пĕлменнипе тата пĕр-пĕрне хисеплеменнипе килсе тухать. Кăçалхи çулăн пĕрремĕш кварталĕнче 26 преступлени регистрациленĕ, вĕсенчен 3-шне тупса палăртман. Преступленисем çын пурлăхне çаратассипе тата унăн сывлăхне йывăр е вăтам сиенлессипе, çынна улталассипе, япала туртса илессипе пулаççĕ. Çынсен чунĕ çав териех хытса çитнĕ-ши, пĕр-пĕрне вĕлерессипе те час-часах хăратаççĕ. Çавăн пекех çемьери харкашусем те тăтăшах пулаççĕ. Ют çын документне вăрласа хăйсене кирлĕ пек çырса хуракансем те пур. Кун пеккине иртнĕ кварталта 1 çынна тытса чарнă. Пушă ларакан çуртсене е хваттерсене кĕрсе çаратакансем те тупăнсах тăраççĕ. Кун йышшисене 3 тĕслĕх тупса палăртнă. Çынсем çине вăрă-хурахла тапăнакансем вара 3 пулнă, вĕсене пурне те тупса палăртнă. Пĕрремĕш кварталта Вăрмар поселокĕнче кăна хулиганла пĕчĕк ĕçсемшĕн тата саккуна пăсса суту-илÿ тунăшăн 7 тĕслĕх, обществăлла вырăнта эрех ĕçсе ÿсĕр пулнăшăн - 78, хулиганла пĕчĕк ĕçсемшĕн штраф тÿлеменнисем тата кил хушшинче вăрçнăшăн – 53, паспорт режимне пăснăшăн –22, сăмакун туса сутнăшăн – 3, тĕрлĕ енлĕ право йĕркине пăснăшăн 15 тĕслĕх тупса палăртса административлă майпа явап тыттарнă.
   Вăрмар хула тăрăхĕнче участокри уполномоченнăйсем хутшăннипе профилактика канашĕ 4 иртнĕ. Унта Вăрмар хула тăрăхĕн депутачĕсем те хутшăннă. Учетра тăракан çул çитмен ачасем çумне хăйсен округĕнчи депутатсене çирĕплетнĕ. Вăрмар хула тăрăхĕн территорийĕнче халăх дружини активлă ĕçлет. Милици сотрудникĕсемпе те, хăйсем тĕллĕн тата ашшĕ-амăшĕпе те патрульте çÿреççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта вĕсем 26 хут дежурствăна тухнă.
      Пирĕн ĕç халăхпа çыхăннă, çавăнпа та унăн хăрушсăрлăхĕшĕн те эпирех тăрăшатпăр.
 
А. ФИРСОВ


25 апреля 2007
00:00
Поделиться