Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хăмлаçăсем пурнăçпа тан пыраççĕ

     Йăлана кĕнĕ йĕркепе çурхи кунсем çитсен техника таврашне техосмотр кăлараççĕ. Ку ĕçе ирттерме районта ятарласа комисси туса хунă. Акă иртнĕ кунсенче çак комисси членĕ С.Семенов тата В.Николаев районти Гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ хутшăннипе районти «Ресурсы» агрофирмăра тĕрлĕ маркăллă тракторсемпе кăкарса ĕçлемелли агрегатсене тĕрĕслесе техосмотр турĕç.
     Агрофирма районта хăмла туса илес енĕпе вăй хурать, апла пулсан техникисем те çак ĕçре ĕçлемеллисемех. Вĕсене юсас ĕçре Л.Терентьев, А.Яковлев, А. Семенов трактористсем тăрăшулăх кăтартнă. Производство енĕпе ĕçлекен директорăн заместителĕ Ю.Кудрявцев механизаторсене тĕрлĕ енчен пулăшса пынă. «Ĕçлесен ĕç ăнăçать, пурте пĕрле çине тăрса вăй хурсан çитĕнÿ пуласса шанма пулать», - тет производство енĕпе ĕçлекен директор С.Дмитриев.
     Техосмотр ăнăçлă иртрĕ темелле. Апла пулин те хăш-пĕр кăлтăксене, туса çитерменнисене те тупса палăртрĕç, вăхăтра вĕçлемеллине палăртса хăварчĕç.
 
А. НИКОЛАЕВА


25 апреля 2007
00:00
Поделиться